Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

«Новый путь» – вунă çулта

«Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ 10 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Паянхи куна илсен, хуçалăхра пĕлтĕрхи çак тапхăрти 15, 3 килограмм вырăнне 14, 3 килограмм сĕт суса илеççĕ.

Январь-октябрь уйăхĕсенче кашни ĕçчен пуçне ĕç укçи 7071 тенкĕ ларнă. Хуçалăхра шалăва кашни уйăхрах параççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Анатольевич Читнаев «Новый путь» хуçалăхăн ÿсĕмĕ туслă çыхăнса ĕçленинчен, пĕлсе ертсе пынинчен, ял хуçалăх производствине ку чухнехи технологие кĕртнинчен, мĕн пур агротехника условийĕсене пăхăннинчен килнине палăртрĕ.

Салам сăмахĕсене районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Н.М.Сергеев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.А.Викторова тата ыттисем те каларĕç. Савăнăçлă мероприяти чăваш эстрада артисчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 января 2011
00:00
Поделиться
;