Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ĕнерхи кăтартусем, ыранхи плансем

Иртнĕ çулхи тухăçсемпе тăкаксене, малашнехи плансене сÿтсе яврĕç Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин коллеги ларăвĕнче. Унта республикăри хуçалăх ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх 2010 çулхи 11 уйăхра апат-çимĕç туса илес индекс 102, 6 процентпа танлашнă, Раççей Федерацийĕн кăтартăвĕ – 105, 7 процент, Атăлçи Федераци округĕн – 103, 6 процент.

Хăш-пĕр предприяти продукци туса илессине ÿстерни савăнтарать. Çавна май выльăх-чĕрлĕх çăвĕ, тăпăрчă, сĕт-турăх, пылак апат-çимĕç туса илесси, кăлпасси кăларасси, çăкăр-булка пĕçересси ÿснĕ. Çуллахи шăрăх çанталăка пула мороженăй, квас, тĕрлĕ ĕçме «напиток», минераллă шыв 2009 çулхипе танлаштарсан чылай нумайрах кăларнă. Сăмахран, пылак пăра 32 процент, сăрана 8 процент ытларах хатĕрленĕ.

Хăш-пĕр предприяти тупăша ÿстерес тĕллевпе технологи оборудованийĕсене çĕнетнĕ. Çавна май патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Ку йышра Етĕрне аш-какай комбиначĕ, «Акконд» кондитер фабрики, Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю», «Ядринмолоко» уçă пĕрлешÿсем, Шупашкарти сăра вĕретекен «Букет Чувашии» фирмăна кĕртмелле.

Çав вăхăтрах ытти предприятисем те патшалăх пулăшăвне кĕтнине уççăн палăртрĕç. Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн директорĕ Ю.Кислов та çак шухăшах каларĕ. Сăмах май, асăннă предприятийĕн кăтартăвĕсем начарах мар. Çапах та тĕп хулара пысăк магазинсем уçăлнă май йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Тавар туянакансем ытларах «Карусель», «Магнит», «Перекресток» йышши магазинсене çÿреççĕ. Ял хуçалăх министрĕ С.Павлов Юрий Михайловича бизнес планне хатĕрлеме сĕнчĕ, каярахпа субсиди парса пулăшма палăртрĕ.

Куславккари çăкăр комбинатĕнче те лару-тăру çăмăл мар. Унăн директорĕ С.Козлов каланă тăрăх оборудовани кивĕ, 1987 çулта кăларнăскер. Çавна май комбинат пĕлтĕр 5 млн тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани туяннă. Малашне ассортимента пуянлатма палăртаççĕ Куславккасем. Çав вăхăтрах патшалăхран та пулăшу кĕтеççĕ.

Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» куравра пĕлтĕр Чăваш Республики 14 номинацире 46 медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 30-шĕ ылтăн, 13-шĕ кĕмĕл, 3-шĕ пăхăр. Чăваш таварĕсене Раççейри тата ют çĕршывсенчи рынока кăларнă лайăх тĕслĕхсем те пур. 2010 çулта Пĕтĕм тĕнчери экологи фончĕ ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Акконд» АУО тата «Букет Чувашии» фирма Раççей Федерацийĕнче шанчăклă продукци туса кăларакансемпе сутакансен шутне кĕнĕ, экологи сертификачĕсене илнĕ.

Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев тунă доклада сÿтсе явнă май ларăва хутшăннисем апат-çимĕç туса илекен предприятисен ертÿçисене производство кăтартăвĕсене ÿстерме сĕнчĕç. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç туса илес тĕллевпе çĕр ĕçĕнче органика удобренийĕсемпе вырăнлă усă курассине шута илесси çинчен каланăччĕ. Çавна май ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕнче «Органика» лавккасен тытăмĕсене йĕркелемеллине палăртрĕç.

Çавăн пекех ларура мелиораци ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Типĕ, шăрăх çанталăка пула пĕлтĕр хуçалăхсем тĕш-тырă, тымар çимĕç чылай сахалрах туса илнĕ. Çав вăхăтрах Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма «ертÿçи А.Илюткин» гектартан 400 центнер сахăр кăшманĕ, Куславкка районĕнчи В.Семенов фермер хуçалăхĕ гектартан 290 центнер купăста, Вăрмар районĕнчи В.Ямуков фермер гектартан 540 центнер çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхсен тухăç вăрттăнлăхĕ – тымар çимĕçе, пахча çимĕçе çăвĕпех шăварса тăнинче. Çак ĕçе вăхăтлă та вырăнлă йĕркеленĕрен вĕсем пысăк тупăш илнĕ те. Хуçалăхсенче шăвармалли хатĕр-хĕтĕр кивелни пирки те каларĕç, вĕсене çĕнĕ техникăпа улăштарма сĕнчĕç. Тĕп çул-йĕрсенчен пĕри – ял хуçалăх производствине энерги перекетлекен шăвармалли вак контурлă тытăмсене ĕçе кĕртни пулса тăрать. Хуçалăхсем шăвармалли хатĕр-хĕтĕрпе усă курни тухăçлăха ÿстернисĕр пуçне ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Унсăр пуçне çакнашкал оборудование туянма патшалăх субсиди парса пулăшать.

Чăваш Республикинчи «Апат-çимĕç фончĕ» хысна унитари предприятийĕн директорĕ А.Самаркин пĕлтернĕ тăрăх тĕш-тырă хакĕ ÿсет. Кашни кунах 2-3 вакун комбикорм пушатать асăннă фонд. Тырă, комбикорм туянас текенсен заявкăсем тăратмалла. Шел те, хальлĕхе Канаш, Шупашкар районĕсенчен 2-шер хуçалăх çеç заявка тăратнă.

Ларура çавăн пекех Чăваш Республикин наградисене тата «Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнисене саламларĕç.



"Хресчен сасси"
12 января 2011
00:00
Поделиться
;