Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çĕнĕ комплекс уçăлчĕ

"Коминтерн" хуçалăхра сысна ĕрчетмелли тепĕр çĕнĕ комплекс уçăлчĕ

Кăçалхи шăрăх çанталăк ял хуçалăх тытăмне чылай сиен кÿчĕ. Апла пулин те пуçаруллисем сулмаклăн малаллах аталанаççĕ. Çакна "Коминтерн" ял хуçалăхĕнче пурнăç таппи ыйтакан комплекс çĕкленнине курса çирĕппĕнех калама пултаратăп.

Хуçалăх тăрăшнипе испани технологине тĕпе хурса çĕкленнĕ комплеска савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Малов, "Россельхозбанк" УАО-н регионти филиалĕн директорĕ И.Письменская, район пуçлăхĕпе А.Степановпа райадминистраци пуçлăхĕ Ю.Иванов хутшăнчĕç. Кашниех "Коминтерн" ЯХПК çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ объект хута яни кăмăла çĕкленине тата хуçалăх ертÿçипе А.Новиковапа кунти ĕçченсем ытти ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕç.

Чăннипе те, пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă кунта. Подряд организацийĕсем 7 уйăх хушшинче комплекса çĕклеме пултарнă. Малашне кунта 1200 пуçа яхăн сысна ĕрчетĕç. Çакна та палăртмалла, çĕнĕ объекта "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртессипе çĕкленĕ, çавна май хуçалăх 11 млн тенкĕ кредит илнĕ тата хăйсен 4 млн тенкине тăкакланă.

Паян пăх та кур – хуçалăх тăрăшнипе комплекс хута кайрĕ, апла кунта вырăнти халăх валли ĕç вырăнĕсем пулĕç.



"Пирěн пурнăç"
30 декабря 2010
00:00
Поделиться
;