Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Иртнĕ эрнере ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов, ЧР культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, потребительсен прависене хÿтĕлессине асăрхассипе тимлекен федераллă службăн управленийĕн ертÿçин заместителĕ Надежда Луговская, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Çĕрпел, Санарпуç, Мăн Турхан, Кульцав, Вăрманкас ял тăрăхĕсенче тата Вăрнар поселокĕнче пурăнакансемпе, вырăнти предприяти-организацисенче тăрăшакансемпе тĕл пулнă.

Чи малтан ĕçлĕ ушкăн Çĕрпелти ветеринари участокĕн çĕнĕ çуртне çитсе курнă. Ăна кăçал хута янă, газ кĕртнĕ. Ветучастокра виçĕ çын тимлет. Владимир Алексеев – заведующи. Вăл каланă тăрăх, килти хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх хисепĕ чакман, иртнĕ çулхи шайрах. Республикăри влаç органĕсен ертÿçисем тата представителĕсем «Янгорчино» кооперативра 100 пуç ĕне вырнаçмалăх витене çĕклес енĕпе мĕнле ĕçсем пынипе паллашнă. Çĕнĕ обьект тепĕр 1–2 уйăхран хута каймалла. Геннадий Романов ертÿçĕ предприятие патшалăх тип çанталăк кÿнĕ тăкаксене саплаштарма 1,2 млн тенкĕ тата выльăхсен хисепне сыхласа хăварма 1,3 млн тенкĕ уйăрса пани пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Хирпуçĕнчи культура çуртĕнче ĕç çыннисемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Сергей Павлов министр, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин РФ Президенчĕн Дмитрий Медведевăн РФ Федераци Пухăвне тата ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсенчи тĕп положенисем çинчен каласа кăтартнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче яллă тăрăхсенче пурăнакансен тата специалистсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли программăсемпе паллаштарнă. Сергей Павлов министр пĕлтернĕ тăрăх, çак программăсене пурнăçа кĕртме кăçал республикăра 70 млн тенкĕ лимит уйăрнă. Çак суммăпа тухăçлă усă курнăран федераци хыснинчен тата 40 млн. тенкĕ уйăрнă.

Ĕçлĕ ушкăн вĕрентÿ, çар ĕçне çĕнетесси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси çинчен калакан документсенчи тезиссем çинче те чарăнса тăнă, ял хуçалăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 декабря 2010
00:00
Поделиться
;