Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарасси — тĕп тĕллев

Çуллахи шăрăх çанталăка пула обществăлла выльăх-чĕрлĕхе валли çителĕклĕ апат хатĕрлеме май килмерĕ кăçал. Çавăнпах вĕсене хĕл каçарасси те аванах шутлаттарать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хĕллехи тапхăрта мĕнле аталаннипе Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та тăтăшах кăсăкланать. Çавна май вăл тĕрлĕ районсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулать. Акă иртнĕ шăмат кун Сергей Владимирович пирĕн районти аграрисен ĕçĕпе паллашма кăмăл турĕ. Пирваях министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков «Дубовка» тулли мар яваплă организацин ĕне фермине çитрĕç. Кунта çак кунсенче 160 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх вите тăвассине вĕçленĕ. Хальччен эпир курма хăнăхнă витесем пек мар вăл. Кунта выльăхсене кăкаркăçсăр тытаççĕ. Урайне бетонласа туман, çĕр çине хăйăр çеç сарнă. Выртсан-тăрсан выльăхсене шăнтмĕ вăл. Ял хуçалăх министрĕпе ытти специалистсене уйрăмах ĕнесене сумалли зал интереслентерчĕ. Кунта лартнă установка — Израильпе Польша пĕрле кăларнăскер. Дубовкăсене ăна Чулхулари пĕр предприяти килсе вырнаçтарсах панă. Унпа пĕр харăсах 16 ĕнене сума пулать, 1 сехетре — 100 пуç таран. Зала килсе кĕрекен выльăхсен çиллисем çине аялти площадкăра тăракан оператор аппарат тăхăнтартать. Ытти ĕçе компьютерлă установка хăех пурнăçлать. Сĕт пăрăхĕсем те автомат майĕпе çăвăнаççĕ. «Дубовка» ООО директорĕ Анатолий Алякин выльăх-чĕрлĕх валли 400 тонна сенаж хывса хăварнине каларĕ. Утă-улăмран та катăк тăмĕ ĕне выльăх. Малашне кунта кĕтĕве ÿстересшĕн.

«Слава» ял хуçалăх кооперативĕн выльăх-чĕрлĕх комплек-сĕнче пулнă май Сергей Владимирович вырăнти специалистсем тивĕçлĕ документсене мĕнле çырса пыни çине те тимлĕх уйăрчĕ. Пăру илнине, тĕрĕслев сăвăмĕсем ирттернине тĕплĕн çырнине курсан тĕлĕнчĕ те. Кунта фермăра тăрăшакансем валли канмалли, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕме юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Пĕр-пĕр офисринчен кая мар. Çакна тивĕç те ĕçченсем.

Ĕçлĕ çул çÿрев вĕçĕнче министр ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта 2010 çулта республикăри ял хуçалăхĕ мĕнле аталаннин пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухрĕç, малаллахи тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва уçнă май Сергей Владимирович федераллă центр тата республика правительстви тÿлевсĕр субсиди парса пулăшнă çĕртех Комсомольски районĕнче декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шултра выльăх шучĕ чакнине палăртрĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан). Пуçтарăннисене вăл мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерме чĕнсе каларĕ.

Кăçалхи шăрăх çанталăк кÿнĕ сиене саплаштарма Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем тĕрлĕ çăл куçран 57 млн та 646 пин тенкĕ укçа илнĕ. Çĕр-шывăн пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков 2011 çулта тата 5 млрд тенкĕ уйăрма шантарать. Анчах та çак пулăшăва мăйракаллă шултра выльăх шутне 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи шайрах упраса хăварма пултарнă федераци субъекчĕсем çеç илейĕç. Министр шучĕпе, республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çак пулăшăва илме шанчăк пур, çакăн валли выльăхсене тĕрĕс шута илсе пымалла тата йышне чакармалла мар çеç.

Министрăн заместителĕ Леонид Николаев хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăх культурисем туса илес ĕçре шăвармалли системăсене ĕçе кĕртесси çинчен каларĕ. Хресченсене патшалăх енчен пулăшмалли йĕрке, хăш-пĕр улшăнусемсĕр пуçне, сыхланса юлнине палăртрĕ.

Çавăн пекех канашлура республикăри эпизоотилле лару-тăру пирки те ыйту çĕклерĕç. Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Геннадий Яковлев каланă тăрăх, паянхи кун Чăваш Енре лейкоз, уртаракан чирсем пурри палăрать. Çĕпĕр язвипе сыснасен африка чуми сиксе тухас хăрушлăх та пур. Çавăнпа ветеринари специалисчĕсен вăхăтра профилактика ĕçĕсем туса ирттермелле.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районти аграрисене ял хуçалăхне аталантарас, модернизацилес ĕçре ăнăçусем сунчĕ. «Слава» тата «Рассвет» ЯХПКсенчи тĕп бухгалтера Е.Г. Марковăна тата А.Н.Корнилова бухгалтера Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. «Нур» СППК руководителĕ З.Ш.Заргиров вара Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илме тивĕç пулчĕ.



"Каçал Ен"
15 декабря 2010
00:00
Поделиться
;