Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çур акине хатĕрленсе

Тăрăшуллисем çитес çур акине хатĕрленме пуçларĕç темелле. Ÿсĕм хăй тĕллĕн килменнине туйса тăракансем тыр-пул тухăçне ÿстермелли майсем шыраççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн эксперт-специалисчĕ В.Храмов пĕлтернĕ тăрăх, «Нива» ЯХПКра çĕр ĕç культурине лайăхлатас, кĕр калчисене апатлантарас тĕлĕшпе 20 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ. Атнарсем те çĕр пулăхне ÿстерес тесе хĕлĕпех сысна комплексĕнчи каяша уй-хире турттарса тăраççĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен çитес çур аки валли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 78 проценчĕ кондициллĕ. Республика шайĕнче эпир вăрлăха кондицие çитернипе малтисен йышĕнче. Анчах кунпа лăпланса лармалла мар. «Аккозинский» ЯХПКпа «Асамат» обществăн тыррисем таса мар пулнăран усă курма юрăхсăртарах. Вĕсен вăрлăха сортлас енĕпе ĕçлемелли чылай.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
08 февраля 2010
00:00
Поделиться
;