Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Палăртнине пурнăçлаççех

Куславкка районĕнчи “Вега” АУО ертÿçи Рената Будкова эпир пынă кун кантурта çитес çул валли производство-финанс планĕ хатĕрлетчĕ. “Кăтартуллă вăй хурас тесен мĕн кирлине йăлтах шута илмелле, - терĕ пуçне çĕклесе. - Çынсем шалу вăхăтра тата çителĕклĕ илччĕр, телейлĕ пурăнччăр”. Унтан çапла хушса хучĕ: “Продукци тухăçĕ ÿстĕр, тăкакĕ чактăр. Вара палăртнине пурнăçлатпăрах”.

- “Вега” - çирĕп хуçалăхсенчен пĕри, - сăмах хушрĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пай пуçлăхĕн çумĕ Алексей Андреев. - Вăл çĕрпе туллин усă курать. Таврари юхăнакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртет - хăйĕн унашкалли çук. Кăçал обществăн 120 гектар çĕр хушăнчĕ. Рената Дмитриевна хастар, пултаруллă ертÿçĕ, çав вăхăтрах ырă кăмăллă та. Вырмара кÿршĕ хуçалăхсене тыр-пул пухма пулăшни кама савăнтармĕ? Техникăна хĕл каçарма хатĕрлес енĕпе те ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

Коллективра 10 çын çеç пулин те 1500 гектарпа тĕллевлĕн усă курма вăй çитерет. Тырра йÿнĕпе сутса тăкак тÿсмест. Петр Горбунов, Владимир Степанов тата Леонид Петров ăна сăвăрса аллаççĕ, тивĕçтерекен кондицие çитереççĕ. “Вега” таса тырра урăх хакпа ытти хуçалăха вăрлăхлăх сутать. Выльăх валли те уйăрнă. Ăна шăтарса çитереççĕ.

Хăш лаптăка мĕнле удобрени кирлине пĕлме агрохимиксене анализ тутарттараççĕ. “Фосфорпа кали çителĕклĕ-ха, - тет Рената Будкова. - Азот нихçан та ытлашши мар. Ăна чылай чухне пăрçа йышши культура, нумай çул ÿсекен курăк акса улăштаратпăр - тăпрана азотпа пуянлатчăр. Комбайн хăйĕн хыççăн улăма вĕтетсе хăварни те çĕр тытăмне лайăхлатма пулăшать. Çĕр улми лаптăкне тислĕк хыватпăр”.

Хуçалăх энерги перекетлекен техникăпа усă курма тăрăшать. Топливо сахалрах пĕтет, вăхăт çухалмасть.

“Вегăра” выльăх апачĕ те таса. Пуянлатма е тутлăлантарма нимĕн те хушмаççĕ.

ЧР Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă пек кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем кăна туса илме ăнтăлаççĕ.



"Хыпар"
29 декабря 2009
00:00
Поделиться
;