Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Выльăх пулсан картара укçа пулĕ кĕсьере

Ял хуçалăхĕнче ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем тĕп вырăн йышăнаç­çĕ. Уй-хирте ĕç­лекенсен кăтартăвĕпе «ТЕ»-ĕн октябрĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче паллаштарнăччĕ. Анчах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çинчен ун чух чарăнса тăманнине кура паян эпир тăхăр уйăхри хăш-пĕр цифрăна илсе кăтартасшăн.

Районти хуçалăхсенче

Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 5997 пуç (пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан вăл 90% пулать), çав шутра 2705 пуç ĕне (103%); 385 пуç сурăх (99%); 1 млн. та 960 пин пуç кайăк-кĕшĕк (108%); 15, 4 пин пуç сысна (129%), 80 пуç лаша (74%). Сысна шучĕ пĕтĕмĕшле ÿснинче «Сувар-2» предприяти Шĕнерпуçĕнче çĕнĕ сысна комплексĕ хута янин тÿпи самай. Тăхăр уйăха вăл 10, 3 пин пуç сыснапа вĕç­ленĕ. Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 14, 7 пин пуç çура илнĕ.

Аш-какай туса илесси районта 15% хушăнса 19, 6 пин тоннăпа танлашнă. Кунта мĕн пур категориллĕ хуçалăхсем (ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем) кĕреç­çĕ пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче кăна 17, 3 пин т какай туса илнĕ. Асăннă çак цифра пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 22 процент пысăкрах. Районĕпе туса илекен аш-пăшран 86%-не кайăк-кĕшĕк отраслĕ тÿпе хывать. Çав шутран 38%-чĕ «Чувашский бройлер» предприятине, 37%-чĕ «Чебоксарский бройлера» тивет.

Кайăк-кĕшĕк ашне туса илес-сине виçĕ фабрика та ÿстернĕ. Çакна специалистсем хальхи вăхăтри технологисемпе усă курнипе тата çирĕп ĕç дисциплини пулнинпе сăлтавлаç­çĕ. Уйрăмах лайăх кăтартуллисенчен «Чувашский бройлер» предприятие асăнма пулать. Унта кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 5, 7 пин т какай илнĕ. Талăксерен ÿт хушаслăх 53, 5 грампа танлашнă, чĕпсен упранса юласлăхĕ – 95 %. Чĕпсем вăтамран 40, 4 кунта ÿссе пусмалла пулса çитеç­çĕ. Асăннă предприятири Григорий Георгиевпа Анатолий Порфирьев кăтартăвĕ пуринчен лайăххи. Вĕсен ушкăнĕнчи чĕпсем талăксерен 55, 5 г ытла ÿт хушса пыраç­çĕ.

«Чебоксарский бройлер» предприяти те аван ĕç­лесе пырать. Пĕлтĕрхи тăхăр уйăхрипе танлаштарсан, аш-пăш туса илессине унта 1, 4 хут ÿстернĕ. Унччен çăмарта туса илессипе кăна çине тăнă «Чебоксарская птицефабрика» общество хальхи вăхăтра бройлер-чĕп те ÿстерет. Сăмах май, районти кайăк-кĕшĕк фабрикисенче çăмарта илесси кăçалхи виçĕ кварталта 79, 5 млн. штукпа танлашнă. Çакă пĕлтĕрхи вăл вăхăтрин 38% пулать.

100 гектар ял хуçалăх çĕрĕ пуç­не районĕпе вăтамран 656 ц какай, 315 ц сĕт илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх аш-пăшне илессипе «Приволжское» учхоз, Ленин ячĕллĕ кооператив кăтартăвĕсем лайăх. Кăрмăшсем кашни 100 га ял хуçалăх çĕрĕ пуç­не 106 ц, апашсем 78, 4 ц какай илнĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх талăксерен вăтамран 603 г, сыснасем 621 г ÿт хушса пынă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансенчен Ленин ячĕллĕ кооперативра ĕç­лекен Тамара Федоровăпа Лидия Макарова районта та палăраç­çĕ. Вĕсен ушкăнĕнчи вăкăрсем талăксерен 800 г ытла ÿт хушса пынă. Сысна самăртакансенчен «Приволжское» учхозри Вера Павловăна палăртмалла. Кăçалхи тăхăр уйăхра вăл 152 т какай илнĕ. Унăн ушкăнĕнчи сыснасем талăксерен вăтамран 733-шер г самăрăлса пынă.

Сĕт туса илессипе те ял хуçалăх предприятийĕсем япăх мар ĕç­ленĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче кашни ĕне вăтамран 3 126 кг сĕт антарнă. Сĕт сăвассине ÿстернĕ хуçалăхсен шутĕнче – «Чурачикское», Ленин ячĕллĕ, «Искра», «Атăл», Куйбышев ячĕллĕ, «Приволжское». Учхозăн дояркисем: Валентина Яландаева тата Нина Яргунина – хăйсен ĕç­тешĕ, Вера Павлова сысна пăхакан пекех, районта палăраç­çĕ. Валентина Яландаева кăçалхи тăхăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 5 300 кг сĕт суса илнĕ, Нина Яргунина – 4 100 кг.



"Тăван ен"
25 декабря 2009
00:00
Поделиться