Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Туянакансене те, сутакансене те хапăл!

Çĕр ĕçченне халалланă çулталăк паха пуçарусемпе палăрса юлĕ. Пĕрисем хушма хуçалăх йĕркелесе выльăх-чĕрлĕх самăртма пикеннĕ, теприсем аш-какайпа сĕт юр-варне тухăçлăрах вырнаçтарасси пирки пуç ватаççĕ... Канашра кĕркунне уçăлнă ял хуçалăх пасарĕ вĕсемшĕн кăна мар, паха тавар туянас текенсемшĕн те чăн-чăн çăлăнăç.

“Уйрăм хуçалăхсемпе предпринимательсене суту-илÿ ĕçне ăнăçлă йĕркелеме кунта пĕтĕм майсене шута илнĕ”, - тет Татьяна Димитриева ĕç тăвакан директор. Павильонсен тирпейлĕ речĕсен хушшипе утнă май вăл кунти условисем пирки каласа кăтартать. Газпа канализаци пур. Шыв, çутă кĕртнĕ. Суту-илÿ оборудованийĕ - çÿллĕ шайра. Сивĕтмелли-шăнтмалли хатĕрсем 60 тонна таран продукци йышăнма пултараççĕ. Вĕсен пахалăхне вырăнти лаборатори сăнаса тăрать.

Шанчăклă тата таварсен пысăк пахалăхĕпе палăрса тăракан сумлă предприятисемпе - «Чăваш бройлерĕпе», Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикипе, Вăрнарти тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕсемпе туслă çыхăнусем йĕркеленĕ: вĕсен продукцине кунта ытти çĕртинчен чылай пĕчĕкрех хакпа туянма пулать. Анатолий Осипов предприниматель павильонĕ умĕнчен черет татăлмасть - вăл сĕнекен çăнăх-кĕрпепе макарон хатĕрĕсем йÿнĕ. Пулă сутакан павильонта пушшех халăх хĕвĕшет. Перекетлĕх акцийĕсем тăтăшах иртеççĕ. Апат-çимĕçĕн пуян ассортименчĕпе киленеççĕ пасара килекенсем. Çакăнпа пĕрлех вĕсене таварсен хакĕ илĕртет. Аш-какай сутакан Маргарита Прокопьева аренда тÿлевĕ пысăках маррине палăртрĕ. Кунта ĕçлекен предпринимательсем администраци ĕçĕпе кăмăллă.

Чи пĕлтерĕшли - уйрăм çынсемпе хуçалăхсене хăйсен вăйĕпе туса илнĕ тавара вырнаçтарма пулăшни. Ку вара ют çĕртен кÿрсе килнисенчен чылай шанчăклăрах. Канашри ял хуçалăх пасарĕн ертÿçисем пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă тĕллевсене никĕсĕн пĕрремĕш чулĕсене хывнă чухнех палăртнă. Майсем вара çакна валли çителĕклех. Павильонăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 2085 тăваткал метр, унти суту-илÿ вырăнĕсем - 300-400 таран, çавăн чухлех - пасар картишĕнче. Сăмах май, вĕсемпе тÿлевсĕрех усă курма ирĕк параççĕ. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк е милĕкпе хăма-пĕрене сутса укçа-тенкĕ тăвас текенсем, паллах, кунта килеççĕ. Канаш хулипе çывăхри ялсенчен кăна та мар, ытти районпа кÿршĕ регионсенчен те. Пасар чукун çул вокзалĕпе тата автовокзалпа юнашар, çывăхрах - “Çĕрпÿ-Ульяновск” трасса. Хула хĕрринче, Вырăскас Пикшихре вырнаçнăскер патне автобус çÿреттерме тытăнасси пирки те калаçаççĕ.

Çăмăл мар пулсассăн та ертÿçĕсем палăртнă тĕллевсене хăвăртрах пурнăçа кĕртме ăнтăлни сисĕнет. Çывăх вăхăтра уçăлакан тепĕр павильонта тумтир, савăт-сапа тата кил-тĕрĕшре кирлĕ ытти тавар сутма тытăнаççĕ. Ăстасемпе ÿнерçĕсем валли хăйсен ал ĕçĕсене сĕнме уйрăм павильон пулĕ. Малашне парикмахерски, аптека, сутуçăсемпе тавар туянакансем валли апатланма хăтлă кафе хута каймалла. Пасар тулашĕнче - “Строительство картишĕ”. Хăма-пĕренепе ытти стройматериала автомашина кузовĕ çинчен пушатмасăрах сутма халех май пур.

Чăваш Ен Правительствин предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçе Канашри ял хуçалăх пасарĕ паян çине тăрсах хăйĕн тÿпине хывать. Республикăри тĕреклĕ экономика пуласлăхне вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн уйрăмах пысăк шанăçпа ĕненетĕн.



"Хыпар"
24 декабря 2009
00:00
Поделиться
;