Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Малашлăха шанатпăр

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Зологин вырăнти лару-тăрăва тишкернĕ май “Комбинат” хуçалăх районта ăнăçлă аталанса пыраканнисен шутĕнче. Маларах йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ предприятие ура çине тăратма вăй-хăват çитернĕ А. Зологин. Унччен те председательте ĕçлесе паха опыт пухнăскер йывăр лава вырăнтан хускатнă. 7 çул коллектива пĕр çĕре чăмăртаса аталану çулĕпе ертсе пырать. Экономист пулнă май кашни утăма тарăннăн тишкерсе хак парать.

“Комбинат” ĕç-хĕлĕпе Александр Зологин паллаштарчĕ:

- Хуçалăхăн сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ 1720 гектар. Кăçал кÿршĕсен усă курман 500 гектар çĕрне арендăна илтĕмĕр. Унпа тухăçлă усă куртăмăр. 1200 гектар çинче тыр-пул акса ÿстертĕмĕр. Çу кунĕсем шăрăх тăчĕç пулин те вăтамран 28, 7 центнер тĕш тырă илтĕмĕр. 2008 çулхипе танлаштарсан пÿлмене 600 тонна ытла тырă кĕртрĕмĕр. Анчах тырă хакĕ чакни пăшăрхантарать. Сухаласа акнă тата пухса кĕртнĕ тăкаксене саплаштарма çăмăл мар. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ пысăккине шута илсе кăçал 500 гектар акса хăвартăмăр. Уй-хир ĕçĕсене Андриян Концов агроном пултаруллă йĕркелесе пырать. Вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, çĕнĕлĕхсене ăша хывса ĕçлет. Тĕрлĕ культурăн тухăçне ÿстерес тĕллевпе сăнав участокĕсенче опыт ирттерет. Çĕр ĕç технологине пăхăнса пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелет. Кăçал çĕр улми тухăçĕ те начар мар пулчĕ: 70 гектартан 187-шер центнер тухрĕ.

Ял хуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçлеме çĕнĕ техника кирлĕ. Ку енĕпе юлашки çулсенче курăмлă ĕçлерĕмĕр. Виçĕ çулта ял хуçалăх техникин 80 процентне çĕнетрĕмĕр. Çакă йывăр ĕçе механизацилеме май парать. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе çу кунĕсенче механизациленĕ ятарлă бригада ĕçлет. Кăçал утă-улăм, сенаж ытлă-çитлĕ хатĕрлерĕмĕр. Уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Виктор Иконников, Альберт Уляндин, Михаил Кузьмин, Владимир Эфиторов, Валерий Илакин чи маттуррисем пулчĕç. Алексей Илакин “ДТ-75” маркăллă кивĕ трактора тухăçлă ĕçлеттерчĕ. Геннадий Ильинпа ăна пулăшакан Николай Яндаков “АГРОС-530” комбайнпа 1200 тонна тырă вырса тĕшĕлерĕç.

Хуçалăхăн 360 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен сумалли - 150 ĕне. Хуçалăхра ятарлă пĕлÿллĕ зоотехник çук пулин те выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне çĕнетессипе ĕçлеме тăрăшатпăр. Пĕренеш ферминчи Надежда Корейкина, Татьяна Чернова дояркăсем уйрăмах тăрăшулăх кăтартаççĕ. Самăртма хупнă выльăха пăхакансенчен Турхан ферминчи Валентина Арсентьевăна ырăпа асăнмалла. Вăл пăхакан çамрăк вăкăрсем куллен вăтамран 600 грамм ÿт хушаççĕ. Елена Филипповăпа Надежда Шугаева ушкăнĕнчи çамрăк выльăхсем чÿк уйăхĕнче талăксерен 1 килограмм таран ÿт хушрĕç.

Чи кирли - яваплăха туйса ĕçлени. Кашниех хăйне шанса панă ĕçе кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшать. Çĕр улми пуçтарнă вăхăтра ял халăхĕ те çак ĕçе хутшăнчĕ, Çĕмĕрле хулинче пурăнакансем те пулăшрĕç. Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламан. Умра - пысăк тĕллевсем. Пирĕн коллектив йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлать.



"Хыпар"
21 декабря 2009
00:00
Поделиться
;