Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кризис пуçарулăха ÿстерме хистет

Çĕршывăн аталанăвĕ аграри тытăмĕпе тачă çыхăннă. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен ÿсĕм-ăнăçун тĕп никĕсĕ - нимĕнле хакпа виçме çук пуянлăх шутланакан çĕр-аннемĕр. “Çăкăр - пурнăç тыткăчи”, - тесе ытахальтен каламан мăн асаттесем.

Хăйсемшĕн кăна тăрăшман, вăрмансенче тункатасем кăкласа “çĕнсе илнĕ” лаптăксене çултан-çул хушса-анлăлатса, çĕр пулăхлăхне лайăхлатса пырса ачисемпе мăнукĕсене чаплă “парне” пиллесе хăварнă. Ăна куç шăрçи пек сыхласа-упраса, унăн ырлăх-тивлетне тăтăшах хушса, “ытран тĕкел” тăвасса шаннă аслă ăру çыннисем.

Анчах XXI ĕмĕре пырса кĕнĕ яш-кĕрĕм, çакна ниепле те пытарма çук, вĕсен пиллĕхне ăша хывассишĕн хыпăнмарĕ. Юлхавлăхпа ÿркевлĕх хăйсен тÿнтерле ĕçне турĕç: тахçан путене вĕçсе тухайми тырă ÿснĕ уй-хире мăянпа пиçен, анра çарăкпа куршанак çавăрса илчĕç, тĕрлĕ йышши çум курăк ÿстерекен парлак çĕрсем пулса тăчĕç. Çĕршыври пĕтĕм пусă çаврăнăшĕнчен миçе пин гектар “çухалнине” паян кам тĕрĕс калама пултарĕ-ши?..

Çак кунсенче “Хыпар” хаçатăн вырăнти корпунктне Саратов облаçĕнче фермер хуçалăхне ăнăçлăн ертсе пыракан Г.М.Константинов кĕчĕ. Геннадий Михайлович - манăн ентеш, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Тăван тăрăха хăнана килнĕскер журналистпа курса калаçас, хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса парас тенĕ. Нумай пулмасть вăл Орел облаçĕнче Раççей шайĕнче иртнĕ канашлăва хутшăннă, унта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. “Канашлу ĕçне Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев ертсе пыни мероприяти пĕлтерĕшне палăрмаллах ÿстерчĕ, - терĕ Геннадий Михайлович. - Унăн сăмахне тимлесе итлерĕм. Çĕршыв ертÿçи тĕш тырă культурисен лаптăкĕ чакса пынине палăртрĕ, чылай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ”.

Çурçĕр-хĕвел анăç регионĕнче 1990 çулта çавăн пек лаптăк 4 миллион гектара яхăн пулнă, паян 1 миллион та 800 пин гектар кăна. Тыр-пул акса тума уйăрнă çĕрсем Раççей талккăшĕпех чакаççĕ. Вологдăпа Ленинград облаçĕсенче чакăм шайĕ 65-67 процента çитнĕ. Урăхла каласан унчченхинчен виçĕ хут сахалрах тĕш тырă туса илме тытăннă. Хура тăпраллă тĕп округра та /çĕршыври чи пулăхлă çĕрсен тăрăхĕ/ кăтарту 42 процент таран анса ларнине мĕнле хакламалла? Мускав, Смоленск, Калуга, Тула, Рязань, Кострома облаçĕсенчи çĕрсем 50-60 процент ытла хыт хурапа тата йывăç-тĕмпе витĕннĕ. Брянск, Ярославль, Владимир, Орел... облаçĕсенче те, официаллă кăтартусем çирĕплетнĕ тăрăх, усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем 50 процент патнех çитнĕ. Çав тăрăхсенче пулса курнă çынсем кун пирки тĕлĕнсе каланине сахал мар илтнĕ.

Пирĕн республикăри аграри тытăмĕнчи лару-тăру япăх теме чĕлхе çаврăнмасть. “АПК аталанăвĕ” программа пурнăçланни куç кĕрет. Уйсем юхăнса пыраççĕ теме çук. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене вăхăтра хатĕрлеççĕ, çавна май выльăх-чĕрлĕх апачĕн никĕсĕ хывăнать. Николай Федоров Президент программа мĕнлерех пурнăçланса пынине хăй тĕрĕслесе тăрать. Усă курмасăр юхăнса выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшĕсене кĕртес енĕпе чăн-чăн кĕрешÿ пуçласа яраканĕ те вăлах пулчĕ. Чăваш Енре çĕр-аннемĕр çине хуçа кăмăл-туйăмĕпе пăхакансен йышĕ ÿснĕçемĕн ÿсет. Ку - ырă шанăç çуратакан пулăм.

Анчах тĕш тырă тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес ĕçри пĕтĕмĕшле лару-тăру тивĕçлĕ шайра мар-ха. Ял хуçалăхĕн пур отраслĕ те аталану çулĕ çине “тăраймасть”. Аграри тытăмĕнче пуçтарăнса кайнă çитменлĕхсем /выльăх-чĕрлĕх апачĕн никĕсĕ, çурт-йĕрпе оборудовани кивелни, специалистсен професси ăсталăхĕ чакни, зоотехникăпа ветеринари службисем япăхланни, ăратлăхпа селекци ĕçĕсене йĕркеллĕ туса пыманни т.ыт.те/ ял хуçалăх таварĕсем туса илессин калăпăшне чакарасси патне илсе çитерчĕç. Çакăншăн, тен, пĕтĕм тĕнчене “кăшăла хупнă” финанс кризисĕ айăплă? Çавна пулах-тăр патшалăх аграри тытăмне укçа сахалрах уйăрать. Кăçал 85, 6 миллиард тенкĕ хывнă пулсан, 2010 çулта 27, 2 миллиард тенкĕ çеç. Урăхла калас тăк - кăçалхинчен виçĕ хут сахалрах. Çĕршыв ертÿçисем çакна нухратăн ытларах пайне “АПК аталанăвĕ” программа валли куçарнипе ăнлантараççĕ. Анчах та кунашкал пĕтĕмлетÿ ял çыннин пăшăрханăвне сиреймĕ. Вĕсем 2010 çулта тата та йывăртарах пуласса халех чухлаççĕ.

Лару-тăру çивĕчленсен те пирĕн республикăри çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хăйсен тĕллевĕсене чыслăн пурнăçласса, чăрмавсене парăнтарасса шанас килет. Кашни районтах хастар пуçаруçăсем, хăйсен пархатарлă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантаракансем пур чухне аграри тытăмĕ пĕр вырăнта тăмĕ!



"Хыпар"
17 декабря 2009
00:00
Поделиться