Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Йыш пысăкланать

Ял хуçалăх предприятийĕсем пайланма пуçланă, шалу парайман вăхăтра ялсенче фермер хуçалăхсем йĕркеленме тытăнчĕç. Халĕ çĕрпе ĕçлес текенсен йышĕ çуллен нумайланса пырать. 2008 çулта кăна вĕсем 264 пулнă, кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 316 çитнĕ. Çулталăк тăршшĕпе тата та хутшăнни паллă. Фермерсем паяна 2019, 42 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Виçĕ хуçалăх 100 гектар е ытларах лаптăкра акса-лартса илет, 51-шĕн – 10-100 гектар таран, 262-шĕн – 10 гектара яхăн.

Кăçал районĕпе пухса кĕртнĕ тĕш тыррăн 7 проценчĕ – фермерсен тÿпи.

Сыснасем сутаççĕ

Районта ăратлă сыснасем ĕртетессипе икĕ хуçалăх, «Звезда» тата «Красное знамя», ĕçлет. Вĕсем районти АПК предприяти-йĕсене тата ют районсене çамрăк выльăхсемпе тивĕçтерессипе тимлеççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа хуçалăхсене 300 пуç ытла ăратлă сысна сутнă. Хăйсем те йыша çуллен çĕнетсех тăраççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 декабря 2009
00:00
Поделиться