Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ÿсĕм çулĕпе утма тăрăшулăх кирлĕ

Районти хурт-хăмăрçăсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ хĕле вĕлле хурчĕсем аванах ирттерсе ячĕç, çуркуннене чиперех кĕтсе илчĕç. Çанталăк типĕ тăнипе хуртсем уй-хирти ÿсен-тăрансенчен (чечексенчен) пыл сахал пуçтарма пултарчĕç. Вăрмансенче тата вĕсен çывăхĕсенче вырнаçнă утарсем вара тухăçлăрах ĕçленине палăртмалла. Çав утарсенчи хуртсене пыл пуçтарма условисем аванрах пулчĕç.

Районти хуçалăхсенче халĕ 270 хурт çемйи пур. Утарсенче тăрăшуллă, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыракан ĕçченсем вăй хураççĕ. Пултаруллисенчен пĕри — «Искра» кооператив утарçи П.Я.Филиппов. Хурт-хăмăр ĕçне чунтан парăннă, ĕмĕрне утарта ирттернĕ тесен те тĕрĕсех. Кăçал вăл 54 вĕллерен 10, 8-шар килограмм сутлăх пыл юхтарса илнĕ. Ĕлĕкрех çак ĕçчен çулсеренех «Районти чи лайăх утарçă» ята тивĕçсе пыратчĕ. Халĕ те Петр Яковлевич тивĕçлĕ ĕçлет. Юлашки çулсенче утарсем ăста хурт-хăмăрçăсемпе пуянланчĕç. Акă, илер-ха «Заря» кооперативăн утарĕнче сахалах мар çул ырми-канми вăй хуракан Любовь Васильевна Шуряшкина хурт-хăмăр ăстине. Çуллахи кунсенче çемйипех вĕлле хурчĕсем пек ĕçлеççĕ вĕсем утарта. Çавăнпах пулĕ ку хуçалăхăн утарĕн кăтартăвĕсем те районта кăна мар, республикăра та чи пысăккисем. Любовь Васильевна нумай корпуслă вĕллесемпе ĕçлет. Çак тăрăшуллă ĕçчен юлашки 10 çулта пĕрремĕш вырăна хăйĕн аллинчен вĕçертмест, кашни çулах «Районти чи лайăх утарçă» хисеплĕ ята тивĕçет. Кăçал вăл кашни вĕллерен 65-шер килограмм пыл илнĕ, сутлăх пылĕ вара вĕлле пуçне 39, 5 килогрампа танлашнă. Урăхла каласан, хуçалăх складне утартан 1305 килограмм сиплĕ пыл илсе килсе панă.

«Асаново» хуçалăхăн икĕ утар. Пĕтĕм ĕçе вара С.В.Волковапа А.М.Яковлев йĕркелесе пыраççĕ. Çак хурт-хăмăр ăстисем пирки те ăшă сăмахсем çеç каламалла.

Пирĕн районти ялсенче хурт-хăмăр ăстисем сахал мар. Халĕ ял поселенийĕсен территорийĕнчи ялсенче 2800 ытла хурт-хăмăр çемйи пур. Уйрăмах хурт-хăмăр тытакансем Комсомольски поселенине кĕрекен ялсенче нумай (352 вĕлле), Тукай ял поселенийĕн тăрăхĕнче хурт-хăмăр ăстисем 332 хурт çемйине çитернĕ. Александровка, Чĕчкен, Хирти Сĕнтĕр поселенийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем те хăйсен хурт-хăмăр ăстисемпе мухтанма пултараççĕ. Кĕскен каласан, районти кашни ялтах хурт-хăмăр ĕрчетессине пысăк тимлĕх уйăракансем сахал мар. Çавăнпах ĕнтĕ районта çулсерен 100 яхăн вĕлле хутшăнса пырать. Çакна лайăх пулăм тесех шутламалла.

Акă, сăмахран, Комсомольскинче пурăнакан Г.А.Титов нумайранпа вĕлле хурчĕсемпе ĕçлет. Хурт-хăмăр çемйисем йышлă унăн. Ăстаçă районти хурт-хăмăр магазинĕпе тачă çыхăну тытать, нумай продукци килсе парать. Ăвă, прополис чылай хатĕрлет. Çакăншăн ăна республикăри хурт-хăмăр агентствин администрацийĕ алла çыхмалли сехет парнелесе чыс турĕ. Кун пек утарçăсем районта татах та пур, вĕсен ячĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Ăстасене районти хурт-хăмăр магазинĕ те чылай енлĕ пулăшу пама тăрăшать, вĕсен ыйтăвĕсене çийĕнчех вăхăтра татса парассишĕн ĕçлет



"Каçал Ен"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться