Кредит илсе вăйлатасшăн
Кризис тесе пурнăçа çĕнетмесĕр пурăнайрас çук. Ял çыннисене ку тĕлĕшпе харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма паракан ЛПХ кредичĕ çăмăллăх парать. Эльпуç ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри ăна кил хуçалăхне çĕнетме иккĕмĕш хут илет. Çавна май ял администрацийĕнче тивĕçлĕ документсем тутараççĕ. Сăмахран, Эльпуç ялĕнчи Терентьевсем, Нÿшкассинчи Семеновсем выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтăсене малалла йĕркелесшĕн, харпăр хăй хуçалăхне ытти енĕпе те вăйлатасшăн çăмăллăхлă кредитпа усă курса. Ытти хăш-пĕр çынсем те килсех тăраççĕ ку ыйтупа. Ыр ĕмĕтлĕ çынсене ял администрацийĕ яланах пулăшма хавас.
И.ИВАНОВА, Эльпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.
"Ял ĕçченĕ"