Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Килĕштерсе ĕçленин усси пулать

“Красное знамя” ял хуçалăх кооперативне Германири “RSA” фирма представителĕсем килсе кайнă. Ку фирма ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлет. Унăн специалисчĕсем Сăкăтра пĕрре мар пулнă.

У. Бухгард ертсе пыракан делегаци “Красное знамя” хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси мĕнле шайра пулнипе паллашнă, ĕнесен экстерьер енне хакланă, чи лайăххисене кĕтĕве çĕнетме уйăрнă.

“Красное знамя” кооператив темиçе çул ĕнтĕ республикăра чи лайăх 100 хуçалăх шутне кĕрет. Кунта ÿсен-тăран отраслĕпе те, хура-ула ăратлă ĕне выльăх тата шултра шурă ăратлă сысна, среднерусски ăратлă вĕлле хурчĕ ĕрчетессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

“RSA” фирмăпа килĕштерсе ĕçлени ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессин рентабельлĕхне ÿстерме май парĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 декабря 2009
00:00
Поделиться
;