Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ĕçлес кăмăлпа тăрăшаççĕ

Выльăх пăхакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси ертÿçĕсемпе специалистсенчен, ферма ĕçченĕсенчен сахал мар вăй-халпа тимлĕх ыйтать. Мĕншĕн тесен выльăхсене тивĕçлĕ условисенче усрамалла, вăхăтра лайăх тăрантармалла, çак тапхăрта çамрăк выльăхсем илмелле, продукци илессине те май килнĕ таран ÿстерсе пымалла. Çак яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленсе кĕнипе интересленсе эпир “Победа” ООО, “Чутеевский” ЯХПК тата “Ишино” хресчен фермер хуçалăхĕсенче пултăмăр.
“Победа” обществăра ĕнесем витере пикенсех утă çиеççĕ. Выльăхсен самăрлăхĕ лайăх. Икĕ пăру çут тĕнчене килнĕ. Пăрулас умĕн сĕт пăрахнă ĕнесем çурри. Ыттисене, паллах, сăваççĕ. Сутлăх сĕте кулленех килсе илсе тăраççĕ. Продукци пахалăхĕ начар мар пулнине палăртаççĕ ăна сутăн илекенсем.
Витере тата территорире таса, проходсем тикĕс, шăтăк-путăклă мар. Урайсене сарнă. Тислĕке транспортерсемпе вăхăтра кăларса тăраççĕ. Сĕт пĕлтĕрхинчен хушăннă.
Выльăхсене хĕл каçарма утă, улăм, сенаж, концентратлă апатсем хатĕрленĕ. Минераллă апат та пур.
Ĕнесене машинăпа Елена Васильевна Петрова тата Альбина Демьяновна Манишева дояркăсем сăваççĕ. Елена Васильевна фермăра ветеринар тивĕçĕсене те пурнăçлать. Унăн мăшăрĕ Михаил Трофимович Петров та кунтах скотникре. Иван Валерьянович Синяковпа Николай Германович Баринов та çав ĕçе тăваççĕ. Георгий Якимович Дмитриев вара слесарь, платник ĕçĕсене пурнăçлать. Роза Алексеевна Синякова сыснасем пăхать. Çак ĕçре ăна упăшки Иван Валерьянович та пулăшать. Тăрăшаççĕ ферма ĕçченĕсем. Фермăри ĕçсене Петр Семенович Гаврилов йĕркелесе пырать. Эпир фермăра пулнă чухне вăл та, обществăн ĕç тăвакан директорĕ Люция Ивановна Гладкова та фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе пĕрлеччĕ. Пĕрле чухне ĕç те кал-калрах пулать. Вĕсем продукци туса илессине ÿстерсе пырас шухăш-кăмăллă.
“Чутеевский” ЯХПК ферминче 43 сăвакан ĕне. Вĕсем те, ытти выльăхсем те пĕр витере тăраççĕ. Чутейсем кашни ĕнерен сĕт суса илессипе районта иккĕмĕш. Тĕрлĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ, çапла вара сăвăм хĕлле те аван пулма кирлĕ. Тулăх тăрантарсан ĕнесем лайăх тапратса пăрулама тивĕç. Дояркăсем хăйсем пăхакан ĕнесене сĕт антарнă тăрăх тăрантарма тăрăшаççĕ. Кăçал Чулхула облаçĕнчен пĕтĕленнĕ вунă пушмак пăру илсе килнĕ, кĕтÿ йышне хушса пырасшăн.
Шел те, витене талккăшпе çумăр кайни пысăк йывăрлăх чутейсемшĕн. Халĕ шифер илсе витме укçине куçарнă, терĕç. Каштисене хунăччĕ.
Ĕнесене Наталия Николаевна Титовапа Наталия Геннадьевна Козлова машинăпа сăваççĕ. Светлана Геннадьевна Цирульникова выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерет, вăлах ветеринар тивĕçĕсене те пурнăçлать, терĕç. Галина Васильевна Яклашкинапа Раиса Николаевна Кузьмина пăрусем пăхаççĕ. Вячеслав Викторович Цирульников, Григорий Арсентьевич Козлов тата Сергей Геннадьевич Кабартов скотниксем выльăх апачĕпе тивĕçтереççĕ, ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Фермăна Николай Петрович Кузнецов ертсе пырать. Виталий Леонидович Шерне управляющипе те калаçрăмăр. “Хĕлле те ытларах продукци илме тăрăшăпăр, вăл хамăршăн”, – терĕ Виталий Леонидович.
Çĕнĕ Ишпуçĕнчи фермăра сăвакан ĕнесене картишне кăларнăччĕ, кормушкăсене утă хурса панă. Сĕт аван параççĕ кунти ĕнесем, пăрусем илесси те начар мар. Çакăншăн Зоя Германовна Баталовапа Регина Николаевна Волкова дояркăсем, Ирина Леонидовна Егорова ферма заведующийĕ "вăлах сыснасем те пăхать", Василий Петрович Краснов, Владимир Аркадьевич Баталов, Николай Георгиевич Федоров тăрăшаççĕ. Скотниксем хăйсемех витерен тислĕк кăлараççĕ, арман авăртаççĕ. Р.Волкова доярка осеменаторпа ветеринар ĕçĕсене те тăвать.
Ишпуçсем витене шуратнă.
Маларах ĕнесем умне утă хурса панă тенĕрен, хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăхсем валли ытти апат та сахал мар хатĕрленĕ. “Халĕ вĕсемпе кирлĕ пек усă курса выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма, вĕсенчен май килнĕ таран ытларах продукци туса илме тимлетпĕр”, – пĕлтерчĕ Сергей Витальевич Хумышев фермер.
Асăрханă хăш-пĕр çитменлĕхсене фермăсенче ĕçлекенсем çийĕнчех пĕтерме пулчĕç.


"Ял ĕçченĕ"
01 декабря 2009
00:00
Поделиться