Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пултаруллисем, пуçаруллисем...

Республикăри Ял хуçалăх министерствипе Чăваш наци конгресĕ пуçарнă “Чĕре кĕввисем” телетĕпел ял çыннисене килĕшекен проект пулса тăчĕ. Çакна культура ĕçченĕсене пухнă телетĕпелте çине-çинех палăртрĕç.

Красноармейски районĕнчи Упири библиотека ертÿçи Елена Константинова культура тытăмĕ пирки сăмах хускатрĕ. Калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç вăл. Ял çыннин пĕлĕвне, тавра курăмне анлăлатма, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшаççĕ культура ĕçченĕсем. Елена Михайлова хăй те ларма-тăма пĕлмен канăçсăр çын. Библиотекăра ĕçленипе çырлахмасть, ялти пултарулăх коллективне ертсе пырать. Халăх юррисене юратакан “Сурпан” клуб йĕркеленĕ, “Çăл куç” поэзи клубĕ ĕçлет. Вăл уçнă этнографи кĕтесĕпе те клуба çÿрекенсем кăмăлласах паллашаççĕ.

Культура тытăмĕнче ĕçлеме çăмăл маррине Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ Анна Николаева та палăртрĕ. Хĕрарăм хул пуççийĕ çинче - çемье, кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх. Апла пулин те Анна Валентиновна пек хĕрарăмсем нимĕнле йывăрлăх, чăрмав умĕнче те пуç усмаççĕ. Вăл ертсе пыракан культура çурчĕ районта - чи лайăххисенчен пĕри. Кунти “Кунер” фольклор ансамблĕ /ăна та вăл ертсе пырать/ пĕлтĕр “халăх коллективĕ” ята тивĕçнĕ. А.Николаева - клуб инновацийĕсен лидерĕ, темиçе проектăн авторĕ.

Зоя Спиридоновăна хитре юрăсем кĕвĕленĕрен лайăх пĕлеççĕ. Районти “Çын тата çут çанталăк” музей пуçлăхĕ вăл халĕ. Музейре ĕç вĕресе тăрать, мероприяти хыççăн мероприяти, курав хыççăн курав иртет.

Телетĕпел паттăрĕсем, тĕпрен илсен, хĕрарăмсем пулчĕç. Йĕркелекенсем шута илме пĕлменрен мар. Культура тытăмĕнче ытларах хĕрарăмсем вăй хураççĕ. Кунсăр пуçне пултаруллисем, пуçаруллăраххисем те вĕсемех. Телетĕпеле Куславкка районĕнчен килнĕ Людмила Ефимова 40 çула яхăн çак тытăмра вăй хурать. 30 çул - ялти клуб ертÿçи. Вăл ертсе пыракан “Эткер” халăх фольклор коллективĕ республикăра çеç мар, Раççейре те паллă. Вăл чылай фестивальпе конкурс лауреачĕ, дипломанчĕ. Хастар ĕçшĕн Людмила Георгиевнăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăл Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Телетĕпелте Тăвайри культурăпа кану центрĕн хормейстерĕ Римма Маркова, Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи Алина Александрова библиотекарь, Канаш хулинчи ачасен ÿнер шкулĕн преподавателĕ, Шупашкар районĕн социаллă аталану пай пуçлăхĕ Маргарита Павлова тата ыттисем пирки те ырă та ăшă сăмахсем каларĕç. Вĕсен ячĕпех хитре юрăсем янăрарĕç.



"Чăваш хĕрарăмĕ"
30 ноября 2009
00:00
Поделиться