Районăн агропромышленноç комплексне – малашлă аталану
Шăпах икĕ эрне иртсе кайрĕ республикăра ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявланăранпа. Савăнăçлă пухура Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пирĕн районпа унăн ĕçченĕсене те патшалăх наградисем тата укçан премисем панине пĕлетпĕр.
Çакă пысăк чыс, паллах, район ĕçченĕсене малашлăх ĕçе тата производствăна аталантарса, çĕнĕ технологисен никĕсĕ çинче унăн эффективлăхне ÿстерсе пыма хавхалантарать ĕнтĕ. Çавăн пирки пычĕ те пирĕн калаçу райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕ управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Алексеевич ВАНЕРКЕПЕ.
Корр.: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Çĕр ĕçлекен çулталăкĕн малтанхи итогĕсене пĕтĕмлетсе, “Кашни ăс-хакăллă çынах çĕр-аннемĕре, çĕр ĕçлекен-тăрантакана хăйне евĕр таса кăмăл-туйăмпа хаклать”, – терĕ.
В.Ванерке: Вырăнлă каланă питĕ тĕрĕс сăмахсем ĕнтĕ ку. Пирĕн районти агропромышленноç ĕçченĕсем те Çĕр ĕçлекенĕн çулталăкне начар мар кăтартусемпе вĕçлесе пыраççĕ. Пысăк тухăçшăн тăрăшса кăçал 413 тонна элита вăрлăх туяннă. Ку вăл умĕнхи çулхинчен 24 процент чухлĕ нумайрах. Çак шутран 263 тонни тĕш тырă культурисен, 150 тонни çĕр улми вăрлăхĕсем. 2009 çулта 12373 гектар е умĕнхи çулхинчен 7 процент ытларах кĕрхи тата çурхи тĕш тырă культурисем акса тунă. Çĕр улми 466 гектар е умĕнхи çулхинчен икĕ хута яхăн нумайрах лартнă. Паянхи куна малтанхи кăтартусем тăрăх пур категорири хуçалăхра пурĕ 20 пин тонна е 2008 çулхинчен 5, 8 процент нумайрах тырă, 28, 6 пин тонна çĕр улми тата 9 пин тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Районĕпе тыррăн вăтам тухăçĕ пĕр гектар пуçне 20, 0 центнерпа танлашнă (2008 çулта – 17, 9 ц).
Кăçалхи тухăç никĕсне çирĕплетсе тăпрана 1065 тонна минераллă удобренисем хывса хăварнă. Ку вăл витĕм кÿрекен веществосем çине куçарса шутласан, умĕнхи çулхинчен палăрмалла нумайрах.
Кăçал унччен усă курман çĕрсене 1485 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, çав шутран 900 гектарне çуркуннех акса хăварнă. Çĕр пулăхлăхне лайăхлатмалли программăна пурнăçласа, йÿçек çĕрсене извеçленĕ, фосфорит çăнăхĕ сапнă, кали тăварĕ хывнă тата ытти те.
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 14424 тонна е пĕлтĕрхинчен 12 процент чухлĕ нумайрах сĕт, 2012, 3 тонна (ÿсĕм 6, 8 процент) аш-какай туса илнĕ. Çак шутран ял хуçалăх организацийĕсенче сĕт туса илесси 28, 2 процент ÿснĕ. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем ытларах ĕçлесе илме тытăннă.
Ÿсĕмсене, тĕпрен илсен, производство технологийĕсене çĕнетсе пынă, энергипе ĕç ресурсĕсене перекетленĕ, выльăхсен продуктивлăхне ÿстернĕ никĕс çинче тума май килнĕ.
Корр.: Республика пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче пысăк кăтартусем тăвакансене уйрăмах ырăпа асăнчĕ. Тăвай районĕн ĕçченĕсем пирки те ăшă сăмахсем каланă.
В.Ванерке: Вĕсемшĕн, паллах, питĕ пысăк тав. Савăнăçлă пухура Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пирĕн района “Республикăн “2008–2015 çулсенче Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне аталантарасси тата ял хуçалăх продукчĕсен, чĕртаварăн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси” тĕллевлĕ программине пурнăçлассипе эффективлă ĕçленĕшĕн” номинацире тĕп зонăри муниципаллă районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Диплом тата укçан 150 пин тенкĕ преми парса чысларĕ. Пысăк наградăна район пуçлăхĕ Н.И.Иванов тухса илчĕ, район ĕçне-хĕлне çапла пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ.
Çĕр ĕçлекен çулталăкĕнче республикăра пирĕн Тăвай районĕн администрацийĕ кăна хуçалăхсене сĕтпе аш-какай туса илнĕшĕн район бюджетĕнчен субсиди парса пулăшрĕ, ял хуçалăх предприятийĕсем ăна пĕрремĕшпе иккĕмĕш кварталсемшĕн 593, 1 пин тенкĕ илнĕ, пĕтĕмпе вара çакна валли вырăнти бюджетран 1 млн. тенкĕ ытла субсиди пама пăхнă.
Агропромышленноç комплексне аталантарас тĕллевпе районта производствăна çĕнĕ техникăпа технологисен никĕсĕ çинче вăйлатса пыма тĕллев лартнă. “Акконд” УАО (гендиректорĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.Иванов) пулăшнипе тата район пуçлăхĕ Н.И.Иванов çине тăнипе районти ку чухнехи технологипе ĕçлекен пысăк выльăх-чĕрлĕх комплексĕ хута янă. Кунта пысăк продуктивлă, ăратлă выльăхсем ĕрчетеççĕ, пахалăхлă сĕт туса илеççĕ. Çакнашкал продукцин хакĕ те пысăк. Комплексри тĕп ĕçсене автоматика, технологи линийĕсем пурнăçлаççĕ.
“Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕнче те ĕне витинче çĕнĕ технологипе ĕçлекен сĕт линийĕсем вырнаçтарнă. Кунта та пысăк пахалăхлă продукци туса илеççĕ. Ку вăл хуçалăха сисĕмлĕ хушма укçа-тенкĕ кÿрет. Вĕт хальлĕхе, уйрăмах çуллахи вăхăтра, сĕте иккĕмĕш сортпа кăна сутакансем те çук мар. Çапла вара çĕнĕ технологи линийĕсемпе ĕçленипе уйрăмлăх çав тери пысăк. Производствăна çĕнетсе лайăхлатма, ку чухнехи эффективлă та перекетлĕ технологи линийĕсене ĕçе кĕртме вăрăм сроклă инвестици укçи-тенкипе усă курнă.
Чăваш Республикин Президенчĕн “Агропромышленноç комплексĕнче реформăсене вăйлатасси” Указне пурнăçлассипе ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн республикăри савăнăçлă пухура “Акконд–агро фирма” уçă акционерлă обществăна та 60 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă.
Пирĕн районти уйрăм ĕçченсенчен Чăваш Республикин патшалăх наградине ЧР Президенчĕн аллинчен “Красная Чувашия” ЯХПКри машинăпа ĕне сăвакан оператор Вера Анатольевна Васильева илме тивĕçлĕ пулчĕ, ăна “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Вăл шкул хыççăн ĕçлеме пуçланă та, 26 çул ĕнтĕ ял хуçалăх производствинче вăй хурать. Çак хисеплĕ ята тивĕçнисем халĕ Енĕш Нăрваш ялĕнче вуннăн.
Пире хамăрăн ентеше, “Акконд” УАОн генеральнăй директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Валерий Николаевич Иванова “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа наградăлани те чĕререн савăнтарать.
Корр.: Малта ĕçсем тата нумаййине, ял хуçалăх производствине техника тĕлĕшĕнчен çине тăрса çĕнетсе пыма кирлине, пирĕн пурин те тата ăнăçлăрах, тата хастарлăрах ĕçлемеллине палăртрĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров. Патшалăх пулăшăвĕпе АПК аталанăвĕ тĕлĕшĕнчи наци проекчĕн витĕмĕсем çинчен, усă курмасăр выртакан ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене ĕçе кĕртсе çитересси çинчен каларĕ.
В.Ванерке: Пурнăçа кĕртмелли, производствăна çĕнетсе, унăн эффективлăхне ÿстерсе пымалли, хуçалăхсен экономикипе ялсен пурнăçне малалла лайăхлатассипе ĕçлемелли чăннипех те нумай. Çĕрсен те тухăç, пайта памалла, усăсăр выртмалла мар. Çакна уйрăм тимлĕхре тытатпăр. Кĕркунне 2010 çулхи тухăçшăн тимлесе 4761 гектар кĕр тыррисем, çак шутран кĕрхи тулă 3931 гектар, акса хăвартăмăр. Çулталăк пуçланнăранпа ку чухнехи ял хуçалăх техникипе оборудовани пурĕ 16, 4 млн. тенкĕлĕх ытла туяннă. Çак шута тракторсем тата 4 тĕш тырă комбайнĕ (иккĕшĕ “Палессе” маркăлли), ытти техника кĕреççĕ. «Родник» обществăра çĕрулми туса илессине комплекслă механизациленĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра районта ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 13, 2 млн. тенкĕлĕх кĕске сроклă çăмăллăхлă кредит, 7, 1 млн. тенкĕлĕх вăрăм сроклă инвестици кредичĕ йĕркеленĕ. Кусемсĕр пуçне “Акконд–агро фирма” УАО выльăх-чĕрлĕх комплексĕн иккĕмĕш черетне тумашкăн 60 млн. тенкĕлĕх вăрăм сроклă инвестици кредичĕ илме документсем хатĕрлет. Çаксем пĕтĕмпех малашлăхшăн. Çулталăк пуçланнăранпа районти предприятисемпе организацисем субсиди шучĕпе 35, 42 млн. тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ (пур шайри бюджетсенчен те шутласа) илнĕ.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 1496 çын харпăр хăй хушма хуçалăхне йĕркелесе яма е малалла аталантарма ЛПХ кредичĕпе усă курнă. Ку вăл, тепĕр майлă каласан, харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерни, хушма продукци туса илни. Çавăн пекех федераллă тата республика бюджечĕсенчен 8, 9 млн. тенкĕ субсиди пырса кĕнĕ.
Çапла вара ялти пурнăçа лайăхлатас, çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес, ĕç тухăçлăхне, производство эффективлăхне ÿстерсе пырас тĕллевпе ĕçре малта пыракан опытпа, укçа-тенкĕпе ĕç ресурсĕсене перекетлеме май паракан çĕнĕ техникăпа тата технологисемпе, оборудованипе, çынсен пултарулăхĕпе çултан çул ытларах усă курма тăрăшăпăр.
"Ял ĕçченĕ"