Вăхăтлăх тенĕ те юлсах кайнă
Ĕç çынни
«Ачана юратнă пек юрататăп вĕсене. Куçран мĕнле ăшшăн пăхаççĕ вĕт», – тет паян Т. М. Федорова. Пăрусем ача пекех тенипе, чăн та, килĕшме пулать. Пăхма та вĕсене юратса пăхмалла. Апата хă- шĕсем витреренех çиеççĕ, хăшĕсем тÿрех хăнăхаймаççĕ, малтанхи вăхăтра соскăпа та çитерме тивет.
Пăру пăхаканăн ĕç вăхăчĕ ирех пуçланать. «Пилĕк çитичченех фермăра эпĕ, – тет Тамара Михайловна. – Малтан ай сарăмне тасататăп, кайран шăварса апат паратăп. Тислĕкне те хамах кăларатăп. Каçхине вара тăваттă валли килетĕп те çиччĕ-саккăрсăр та каяймастăп».
Фермăрах вăхăта ирттерме тивет пулин те хăйĕн ĕçне юратать Т. М. Федорова, хăнăхнă сукмака такăрлатассине темĕнле пысăк тиев вырăнне хурса йышăнмасть.