Ÿркенмен маттур пулнă
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕн варкăш çилĕ ял çыннин шухăш-кăмăлне палăрмаллах улăштарчĕ, унăн малашлăхĕ пуррине çирĕплетрĕ. Ÿркенменнисем, пуçаруллисем наци проекчĕпе тĕллевлĕ усă курма тытăнчĕç. Шел, ура çине çирĕп тăрайман ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем финанс кризисне пула йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç, хăшĕ-пĕри арканчĕ те.
Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен мал ĕмĕтлĕ хресченсем фермер хуçалăхĕ йĕркелес ĕçе кÿлĕнчĕç. Вĕсем Элĕк районĕнче те йышлă: çĕр улми туса илессипе, пахча çимĕç çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе курăмлă ĕçлеççĕ.
Нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи Тукачри Романовсен фермер хуçалăхĕпе паллашрăм. Сергей Михайловичпа Инна Витальевна вунă çула яхăн ăратлă сурăх ĕрчетеççĕ. Кил хуçи каччă çулĕсенче Тăван çĕршывăн чылай кĕтесĕнче пулнă, тĕрлĕ ĕçе кÿлĕннĕ, анчах Тукачран пахараххине тупайман. Яла таврăнсанах çемье çавăрнă, мăшăрĕпе килти хушма хуçалăха аталантарассипе тĕллевлĕ çул-йĕр палăртнă.
Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ халăхра. Романовсем те çĕнĕ ĕçе пуçăниччен ку ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ, бизнес-проект хатĕрленĕ. Унтан панкрута тухнă ял хуçалăх предприятийĕн фермине сутăн илнĕ. Паллах, вăл юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн кăна выльăх-чĕрлĕх усрама юрăхлă пулнă. Романовсем кĕçех ăратлă сурăх туянма тытăннă. Ку енĕпе ĕçлекен Ярославль, Киров, Иваново облаçĕсенчи организацисемпе çыхăну йĕркеленĕ. Сурăх йышĕ ÿссех пынă.
Виçĕ çул каялла Романовсен çемйи патшалăх паракан пулăшупа усă курса фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Халĕ ку мăшăр - сурăх ĕрчетессипе паха опыт пухнă ăста специалистсем. Паян вĕсен патне путек туянма Мускав, Чулхула облаçĕсемпе Пушкăртстанран та килеççĕ. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕнче тата ытти районта пурăнакансем те хаваспах туянаççĕ. Сергей Михайлович палăртнă тăрăх, сурăхсем вăтамран 4-5 путек тăваççĕ. Ашĕ 45-60 килограмран кая мар тухать.
Кăçал вĕсем республикăри ăратлă выльăхсен куравне те хутшăннă, I степень диплома тивĕçнĕ.
Килĕшÿпе тăнăçлăх хуçаланакан кил-çуртра виçĕ ача ÿсет. Вĕсем ашшĕ-амăшне кулленхи ĕçре пулăшаççĕ.