ТЫРĂ ТАРСĂР ÇИТĔНМЕСТ, ВЫЛЬĂХ ТА ТАРСĂР ŸСМЕСТ
«Колос» Агрофирма» ЗАО ĕçченĕсем (ертÿçи – В.Ф.Захаров) уйрăмах лайăх тухăç илнине палăртмалла. Хуçалăх кашни гектартан 23, 3 центнер тырă, 250 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртнĕ. Г.Н.Макаров фермер, «Исток» ООО, «Мир» ЗАО, «Агросервис» ООО гектар пуçне 27-23, 5 центнер тырă, Г.Н.Макаров, «Пулмантăш» фермер хуçалăхĕсемпе «Мир» ЗАО гектар пуçне 220-160 центнер çĕр улми туса илнĕ.
«Труд» (А.В.Иванов), «Пулмантăш» (В.Н.Симурзин), «Семен» (С.З.Данилов), «Слава» (В.Ф.Денисов), «Малалла» (В.И.Елисеев) фермер хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Вĕсем çĕр ĕç культурине тата тăпра пулăхлăхне ÿстерсе çулленех лайăх тухăç илеççĕ.
«Колос» Агрофирма» ЗАО, «Мир» ЗАО, «Искра» СХПК, «Агросервис» ООО тата уйрăм фермер хуçалăхĕсем кăçал пĕтĕм лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи туса хăварчĕç.
Ял ĕçченĕсем çитес çур аки валли кирлĕ чухлĕ вăрлăх хатĕрленĕ, хальлĕхе 42 проценчĕ кондицие ларнă. «Искра» СХПКра, «Агродор» ОООпа «Мир» ЗАОра вăрлăхсен 80 проценчĕ кондициллĕ шутланаççĕ. Çав вăхăтрах «Карлинская» Агрофирма» ЗАОра, «Нива» ЗАОпа «Восход» СХПКра вăрлăхсен пахалăхĕшĕн тата вĕсене çĕнетсе пырассишĕн çителĕксĕр тăрăшни курăнать.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине хĕл каçарма упрама лартнă, чылай çĕрте юсавçăсен бригадисене йĕркеленĕ. Шел пулин те, «Агродор» ОООра тата «Искра» СХПКра техника патне çын алли пырса перĕнмен-ха. Сивĕсем пуçланасса кĕтеççĕ-ши çак хуçалăхсен ертÿçисем;
Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пысăк вырăн йышăнать. Кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕсене илес пулсан, район аш-какай туса илессине 103 процент ÿстернĕ, сĕт туса илессипе те пĕлтĕрхинчен начар мар ĕçленĕ.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кашни ĕнерен 195-шер килограмм нумайрах сĕт сунă. «Исток» ОООра, «Восход» СХПКра, А.И.Сатеевпа Г.Н.Макаров фермерсен хуçалăхĕсенче ĕнесенчен сĕт суса илесси ÿснĕ. Районта мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ те пысăкланнă, çамрăк выльăхсем ытларах илнĕ.
Кăçалхи вунă уйăхра районти 321 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 46, 4 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çĕнĕ Чукалти С.П.Бибуков, Кивĕ Чукалти В.И.Кириллов, Патирекри В.П.Матвеев, Анат Чаткасри Л.И.Синелев, Васанти Г.Н.Концов тата ыттисем килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн пысăк вăй хураççĕ.
Районти хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кашни условнăй пуç выльăх валли 27, 4 центнер апат единици хатĕрленĕ.
«Исток» ОООра, «Искра» СХПКра тата «Бездна» фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма уйрăмах тăрăшса хатĕрленчĕç.
Умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ: çитес çул районĕпе 23400 тонна тырă, 36, 7 пин тонна çĕр улми, 5, 6 пин тонна пахча çимĕç, 18, 98 пин тонна сĕт, 3, 72 пин тонна аш-какай туса илмелле. Çак чикĕсене çĕнсе илме пирĕн мĕн пур майсем çителĕклĕ, ĕçе пĕлсе йĕркелени тата çынсен ĕçлес хавхаланăвне ÿстерни çеç кирлĕ.
Районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕç те начар мар пырать. Кăçал 14 çемье çурт тума 6 миллион та 387 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ пулсан, килес çул ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем, çамрăк специалистсем 11 миллион та 860 пин тенкĕ субсиди илĕç.
Района комплекслă аталантармалли программăпа