Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тайма пуҫам сана, ял ӗҫченӗ!

Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсемпе тирпейлекен промышленноҫра вӑй хуракансен савӑнӑҫлӑ уявӗ ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ.

Ӑна ЧР Президенчӗ Николай Федоров уҫрӗ. Уй-хирте тӑрӑшакансене, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене, продукци тирпейлекенсене ӑшшӑн саламласа малашне те ҫӗнӗ ҫитӗнусем сунчӗ. 2009 ҫул Чӑваш Еншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине, "Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулӗ" девизпа иртнине палӑртрӗ. "Хура ҫӗр вӑл -анне кӑкӑрӗ, - терӗ Николай Васильевич. -Сирӗн тӑрӑшулӑха пула Чӑваш Енри ялсен сӑн-сӑпачӗ ҫултан-ҫул лайӑхланать. Ҫуртсене ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, хытӑ сийлӗ ҫулсем тунӑ, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсем, тӗслӗх вулавӑшсем ӗҫлеҫҫӗ, бассейнлӑ физкультурӑпа спорт комплексӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Специалистсем, ҫамрӑк ҫемьесем   ҫӗнӗ   ҫурт-йӗр   тума   субсиди илеҫҫӗ. Ҫакӑ ял хуҫалӑх производствине малалла аталантарма, ял ҫыннисене пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшать".

"АПК аталанӑвӗ" наци проекчӗ пурнӑҫа кӗни республика бюджетне ӳстерме май парать. Чӑнласах ӗҫчен те сатур Чӑваш Енӗн ял ҫынни! Ҫакна Мускавра иртнӗ "Ылтӑн кӗркунне" курав-фестиваль аван ҫирӗплетрӗ. Пирӗн делегаци 32 награда ҫӗнсе илнӗ: 15 "ылтӑн", 9 "кӗмӗл", 8 "бронза".

Республика экономики усӗмлӗ аталанать. Мӗн пур йышши хуҫалӑхсен ял хуҫалӑх продукцийӗн производство индексӗ 2009 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче 103,8 процентпа /хальхи хаксемпе 19,4 млрд тенкӗ/ танлашнӑ /РФ - 99,2%/. Чӑваш Ен Пушкӑрт, Тутар республикисене, Пермь крайне, Оренбург, Самар, Ульяновск облаҫӗсене хыҫа хӑварнӑ.

Ял хуҫалӑхне ҫӗкленме пулӑшас тӗллевпе федераци тата республика бюджечӗсенчен 1065,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӑл шутра республика бюджетӗнчен - 340,4 млн тенкӗ, федераци бюджетӗнчен - 724,8 млн тенкӗ.

АПК организацийӗсем ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшне ӳстерме кредитсемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ. "АПК аталанӑвӗ" наци проекчӗ пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 14,2 млрд тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑх кредит илнӗ.

Кӑҫал республика 545 пин тонна тыр-пул пуҫтарса илнӗ /пӗлтӗрхинчен 4,2% ытларах/. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑтам тухӑҫӗ 23,6 центнерпа танлашнӑ.

Чӑваш Енри мӗн пур тытӑмри хуҫалӑхсенче 810 пин тонна ҫӗр улми пухса кӗртнӗ /103,5%/. Кашни гектартан вӑтамран 164,7 центнер /2008 ҫулта - 186,3 центнер/ тухӑҫ илнӗ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсенче 13,7 пин тонна пахча ҫимӗҫ пухса илнӗ.

117 пин гектар кӗрхи культурӑсем акнӑ, 155,8 пин гектар ҫӗртме тунӑ /130%/.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2009 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче мӗн пур тытӑмри хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илесси пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 6,5% ӳснӗ /76,3 пин тонна/, сӗт - 0,5% /409,8 пин тонна/, ҫӑмарта -9,5% /222,9 млн штук/.

Чӑваш Республики выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илессипе тӑхӑр уйӑхри кӑтартусем тӑрӑх федерацин Атӑлҫи округӗн регионӗсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать, сӗтпе - улттӑмӗш, ҫӑмартапа -пиллӗкмӗш.

Чӑваш Ен выльӑх-чӗрлӗх тухӑҫлӑхне ӳстерессипе округра малтисенчен пӗри: 9 уйӑхра

кашни ӗнерен вӑтамран 3403 килограмм /107,2%/ сӗт суса илнӗ, округра - виҫҫӗмӗш; чӑхсенчен 224 штук /128,4%/ ҫӑмарта илнӗ, округра - пӗрремӗш.

Республика ертӳҫи тырӑ ҫапса тӗшӗлес, ӗне выльӑх, сысна самӑртас, чӑхран ҫӑмарта илес енӗпе палӑрнӑ ӗҫ маякӗсене ятран асӑнчӗ, усӗмлӗ вӑй хунӑшӑн ӑшшӑн тав турӗ.

Республикӑра строительство та ӑнӑҫлӑ пырать. "АПК аталанӑвӗ" наци проекчӗ пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх-чӗрлӗх фермисемпе комплексӗсем тума, юсаса йӗркене кӗртме 8 ҫуллӑха 2409 млн тенкӗлӗх /78 проект/ кредит илнӗ, вӑл шутра 2009 ҫулта - 59,8 млн тенкӗлӗх.

Наци проекчӗ пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа республикӑра уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсем 7012,8 млн тенкӗлӗх /43,7 пин ҫын/ ҫӑмӑллӑх кредитсем илнӗ, вӑл шутран кӑҫал - 766,0 млн тенкӗлӗх /4,3 пин заемщик/. Кредитсемпе кашни пиллӗкмӗш ҫемье усӑ курнӑ.

Ял хуҫалӑх потребкооперативӗсене йӗрке-лес тата аталантарас ӗҫ малалла пырать. 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра 166 кооператив туса хунӑ.

Федерацин "Ялӑн 2012 ҫулчченхи социаллӑ аталанӑвӗ" тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн ялта пурӑнакан граждансен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма 22,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӑл шутра 113 ҫемье валли - 14,8 млн тенкӗ.

Ял хуҫалӑх производствине тӗллевлӗн аталантарас, продукци калӑпӑшне ӳстерес енӗпе Комсомольски, Етӗрне, Тӑвай районӗсем мала тухнӑ. Хастарлӑхпа палӑрнисем уявра правительство наградисене, хисеплӗ ятсене тивӗҫрӗҫ.

Николай Федоров Президент ырми-канми вӑй хуракан, пуҫарулӑхпа хастарлӑх кӑтар-такан, тӑван ҫӗре чун-чӗререн юратакан аграрисене малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗ. Кирек кам пулсан та - генерал-и, ӑсчах-и е хурҫӑ шӑратакан-и - пурте вӗсен умӗнче пуҫа тайма тивӗҫ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсем телейлӗн ҫиҫекен хӑнасене савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.



"Хыпар"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться