Çĕр улми туса илнĕшĕн
Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн хушăвĕпе тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕшĕн “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвне республикăра 1-мĕш вырăн тата 60 пин тенкĕ укçа панă. Хуçалăх 250 гектарта 5600 тонна çĕр улми çитĕнтернĕ, тухăç – гектар пуçне 224 центнер.
(Хамăр корр).
"Авангард" (газета Батыревского района)