Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хура ĕçрен хăраман маттурсем

Кашни хуçалăхрах пур вĕсем, хура ĕçрен хăраман маттурсем. Çавсенчен пĕрисемпе «ТЕ»-ĕн октябрĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче «Шкулта вĕреннĕ чухнех трактор умне ларнă» тата «Тăрăшнине кура çанталăкĕ те пулăшса пырать» статьясенче каласа палаштарнăччĕ.
Ĕç çынни
Вĕсенчен пĕринче, С. Д. Чернухăн хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Юрий Мочалов механизатор пирки каласа кăтартнăччĕ; тепринче – Кадыков ячĕллĕ хуçалăхри Алексей Христофоров çинчен (шел пулин те, А. Христофоров фото ÿкерчĕкĕ вырăнне Ю. Мочаловăн кайнă).
Юрий Николаевич кăçалхи вырмара тĕш тырăна 1083 гектар çинчен 2530 т, нумай çул ÿсекен курăксене 60 га çинчен 12 т çапса илнĕ. Районта ăна çитекен пулман. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен районти уявĕнче ăна «Вырма чемпионĕ – 2009» хисеплĕ лента çакса ячĕç. «Агарикус» обществăри Петр Егоров комбайнер КЗС-1218 комбайнпа 1600 т тĕш тырă çапса илнĕ. Виççĕмĕш вырăнта – «При- волжское» учхозри Михаил Эткеров, «Дон-1500» комбайнпа вăл 1076 т çапса тĕшĕленĕ. «Нива» комбайнпа ĕçленисенчен Куйбышев ячĕллĕ кооперативри Иван Петров комбайнер кăтартăвĕ пысăк: 530 т.
Маларах асăннă Иван Петров механизаторсен хушшинче те районта палăрать: ДТ тракторпа вăл 1365 эталон-гектар ĕç пурнăçланă. Т-150 тракторпа ĕçленĕ çав хуçалăхри тепĕр механизаторăн, Николай Аливанцевăн, кăтартăвĕ тата пысăкрах – 1576 эталон-гектар.


"Тăван ен"
06 ноября 2009
00:00
Поделиться
;