Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пери - малалла, тепри - каялла

ЧР ял хуçалăх министерствинче республикăри агропромышленность комплексне аталантарассипе Ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ.

Чĕпĕсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ. Уй-хир юрпа хупланнă май ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме вăхăт. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра ял хуçалăх продукчĕсене 19, 4 миллиард тенкĕлĕх туса илнĕ, ку пĕлтĕрхинчен чылай ытларах. Эппин, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлес шанчăк пысăк.

Типĕ, уяр çанталăка пăхмасăр кăçал тĕш тырă малтанхинчен 22 пин тонна ытларах пухса кĕртнĕ, пÿлмене 545 пин тонна хывса хăварнă.

Хуçалăхсенче усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Унччен çум курăкпа хупланнă 24, 4 пин гектар çĕре сухаласа акса хăварнă. Çак енĕпе Пăрачкав, Етĕрне, Тăвай районĕсенче çителĕксĕр ĕçленĕ. Сăмахран, Пăрачкав енче плана çурри те пурнăçлайман. Кăçал 3080 гектар пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă пулсан, 1468 гектарне кăна сухалама вăй çитернĕ. Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче те кăтарту пĕчĕк.

Январь-сентябрь уйăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхе, чăх-чĕпе аш-какая чĕрĕ виçепе ăсатасси иртнĕ çулхинчен ултă процент ытла ÿснĕ.

Патшалăх программине пурнăçа кĕртнĕ çĕрте пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарасси тĕп вырăнта, çав шутра ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсене те. Хальхи вăхăтра республикăра 166 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркеленĕ, анчах вĕсенчен 113-шĕ кăна ĕçлет. Пăрачкав районĕнче вара çурри çеç хăйĕн çул-йĕрне тупнă.

Ларура Пăрачкав, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай район ертÿçисен çулĕсене итленĕ, агропромышленность комплексĕнчи шалу парăмне пăхса тухнă.



"Хресчен сасси"
03 ноября 2009
00:00
Поделиться
;