Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кĕрхи кун ĕçченлĕхе тĕрĕслет

Кăçалхи çанталăк условийĕсене пăхмасăр районти çĕр ĕçченĕсем Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров палăртнă Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ума илнĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçларĕç. Пурĕ 5130 тонна тĕш тырă, 62468 тонна çĕр улми, 15375 тонна пахча çимĕç пухса кĕртме пултартăмăр. Асăннă кăтартусем малтан палăртнинчен ытларах пулни малашне пире тата хавхаланса ĕçлеме хистесе тăтăр. Кăçал районĕпе ял хуçалăх культурисене пурĕ 35004 гектар, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18554 гектар, 1134 гектар çĕр улми, 217 гектар пахча çимĕç, выльăх апачлĕх культурăсене 13321 гектар акса, лартса хăварнă. Çур аки ĕçĕсене районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма пултарчĕç. Уйрăмах акционерсен "Прогресс" хупă обществинче, "Клевер" сахал яваплă юлташлăхра, "Комбайн", "Сатурн", "Свобода", "Рассвет", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсенче, Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çур аки ĕçĕсем кал-кал пулса иртрĕç. Мĕн акатăн _ çавă шăтать, теççĕ ваттисем. Асăннă хуçалăхсенче калчасем те парка, тикĕс шăтса тухрĕç. Çавна май çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне кам малти пулнине палăртма та çăмăл пулмарĕ. Районти комиссин татăклă пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх акционерсен "Прогресс" хупă обществи 1-мĕш вырăна, "Клевер" сахал яваплă юлташлăх 2-мĕш вырăна, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Юрий Цветков фермер хуçалăхĕ мала тухнине палăртрăмăр. Калчасем шăтса тухнă, вĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран сыхласа пурĕ 15110 гектар çинче хими препарачĕсемпе сапса хăвартăмăр. Унсăр пуçне, 1470 тонна минераллă удобрени туяннă. Çак тăкаксене саплаштарма патшалăх уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке кăçал ытларах уйăрни финанс кризисĕн тапхăрĕнче курăмлă пулăшу кỹчĕ. Вырма каçалăкне акционерсен "Прогресс" хупă обществи, "Сатурн", "Победа" ял хуçалăх предприятийĕсем уçрĕç. Уяр çанталăк условийĕсене пăхмасăр районти тыр- пул ăстисем тухăçлă тĕш тырă çитĕнтерсе ăна кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пỹлмесене пухса кĕртрĕç. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче чи пысăк тухăç пулчĕ. Вĕсем кашни гектартан вăтам шутпа шутласан ампар виçипе 45, 5 центнер тĕш тырă алла илме пултарчĕç. "Клевер", "Свобода", "Прогресс", "Сатурн", "Эмметево" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те тухăçлă тыр-пул çитĕнчĕ. Çĕр улми кашни гектартан 175 центнер тухăç пачĕ. "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕнче, "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра, "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче "иккĕмĕш çăкăра" кашни гектартан 230-250 центнер пухса кĕртрĕç. Çĕр улми туса илесси çине малашне пирĕн тата ытларах тимлĕх уйăрасчĕ. Вырмара пысăк кăтартусемпе палăрнă çĕр ĕçченĕсене паянхи уявра уйрăммăн палăртса хисеплетпĕр. Вĕсем: "Победа" сахал яваплă юлташлăхри Анатолий Алексеев комбайнер, "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕнчи Алексей Васильев водитель, "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхри Венарий Захаров механизатор. Анатолий Алексеев КСЗ-812 "Полесье" комбайнпа пурĕ 18600 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлесе районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче малти вырăна тухрĕ, Алексей Васильев водитель комбайнсем патĕнчен йĕтеме 19420 центнер тĕш тырă турттарма пултарчĕ, Венарий Захаров механизатор 672 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинчи Валерий Куприянов тата Сергей Муллин комбайнерсен, "Эмметево" тата "Победа" сахал яваплă юлташлăхри Александр Иванов тата Лев Портнов механизаторсен пархатарлă ĕçне те тивĕçлипе хаклатпăр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем те паянхи уява начар мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Районĕпе 9 уйăхра аш-какай туса илессине, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1 процент ỹстернĕ, 6 процент ытларах сĕт суса илнĕ. Пĕр ĕнерен 4010 килограмм, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 236 килограмм ытларах сĕт сунă. Ĕне сăвакансем çулталăк вĕçленнĕ тĕле кашни ĕнерен сĕт сăвассине 5000 килограмм урлă каçарма палăртаççĕ. 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе кашни ĕнерен сĕт сăвассипе "Победа", "Комбайн", "Сатурн", "Яманчурино", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртма кăмăллă. Фермăсенчи ĕçе пĕлсе йĕркеленине, сăвакан ĕнесене ытлăн-çитлĕн тăрантарнине пула дояркăсем çу тапхăрĕнче куллен кашни ĕнерен 19 килограмм таран сĕт сума пултарчĕç. Çакăн пек кăтарту халиччен пулманччĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене сутнинчен çулталăк тăршшĕпех хуçалăх кассине "чĕрĕ" укçа пырса кĕнине шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăхсен хисепне май пур таран ỹстерсе пыраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне "Прогресс", "Труд", "Эмметево", "Яманчурино", "Колос", "Сатурн", "Рассвет", "Победа", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче ỹстернĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма районĕпе пĕр условлă выльăх пуçне 26 центнер апат единици хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе уйрăмах "Сатурн", "Комбайн", "Победа", "Прогресс", "Рассвет", "Труд", "Марс" ял хуçалăх предприятийĕсем тăрăшса ĕçленине палăртатпăр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ỹсĕмсем те хăйсем тĕллĕн килмен. Ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула тата хуçалăхсенчи ертỹçĕсемпе специалистсем ĕçе пĕлсе йĕркеленине палăртма кăмăллă. "Марс" хуçалăхри Зинаида Галошева, "Сатурн" хуçалăхри Петр Купташкин, "Яманчурино" хуçалăхри Александр Волков, "Эмметево" хуçалăхри Галина Краснова, "Прогресс" хуçалăхри Николай Разумов, "Комбайн" хуçалăхри Александр Романов, Лаш Таяпари ветеринари участокĕн ертỹçи Петр Ермолаев, Курнавăшри ветеринари участокĕн ертỹçи Маргарита Баймушкина тата ытти специалистсем те выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинче пысăк тỹпе хываççĕ. "Прогресс" хуçалăхри Елена Дмитриевăпа Лидия Шашкова, Юрий Журавлев, "Комбайн" хуçалăхри Алексей Носов ферма коллективĕсене нумай çул ăнăçлă ертсе пыраççĕ. Районта пурĕ 400-е яхăн çын выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшать. Вĕсем пурте тав сăмахне тивĕçлĕ.


"Елчĕк Ен"
30 октября 2009
00:00
Поделиться
;