Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Фермерăн тĕслĕхĕ

Çур аки, вырма ĕçĕсен тапхăрĕ çăкăр çитĕнтерекенсемшĕн çирĕп тĕрĕслев. Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илесси ĕçе хăш вăхăтра тата мĕнле пахалăхпа пурнăçланинчен нумай килет. Курнавăшри Юрий Цветковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ кашни çул малтисен ретĕнче. Иртнĕ çул пĕр гектартан 42, 3 центнер тĕш тырă, 330 центнер çĕр улми, 550 центнер пахча çимĕç туса илнĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кăçалхи уяр çанталăкра та ỹсен-тăран культурисем тухăçлă çитĕннĕ. 120 гектар çинче акса хăварнă "иккĕмĕш çăкăр" кашни гектартан вăтамран 220 центнер тухăç панă. Çакна палăртса калани вырăнлă, асăннă лаптăкра пурĕ 7 тĕрлĕ сортлă çĕр улми çитĕннĕ, элита репродукцири вăрлăхсемпе анчах усă курнă. Тĕш тырă культурисен тухăçĕ те пысăк, ăна кашни гектартан 45, 1 центнер алла илнĕ. Юрий Цветков фермер хăйĕн кулленхи ĕçĕнче ют çĕршывсенче усă куракан малта пыракан технологие анлăн ĕçе кĕртессипе хăюллă утăм тăвать, ку енĕпе вăл ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. "Иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерессинче "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче нимĕç технологине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. "Гримме" фирмăн ятарлă агрегачĕ пĕр вăхăтрах виçĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçлать -çĕр улмине лартать, вăрлăха им-çамлать, удобрени варăнтарать. Юрий Цветков - пуçаруллă çамрăк. Машинăсем тăвакан заводăн Курнавăшри филиалĕ пулнă çурта туянса усăллă ĕçе кĕртнĕ. Унта вăл 3200 тонна çĕр улми вырнаçмалли хранилищене туса хута янă. "Иккĕмĕш çăкăра" контейнер мелĕпе кĕртеççĕ тата кăлараççĕ. Çĕр улми унта шанчăклăн упранать. Цветковсем хăйсем усă куракан çĕр лаптăкĕнче кăçал та тĕрлĕ пахча çимĕç - кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр туса илнĕ, вĕсене усăллă вырнаçтарнă.



"Елчĕк Ен"
30 октября 2009
00:00
Поделиться
;