Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Чăваш пурнăçĕ – çĕр ĕçченĕн пурнăçĕ

Кăçал – çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Çĕр çинче ĕçлекен çын нихăçанта выçă вилмест. Çĕре хисеплемелле, унпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле.

Ç Ĕ Р Ĕ Ç Ч Е Н Ĕ Н Ç У Л Н Е Х А Л А Л Л А С А

Çапла пулнă та пирĕн асаттесемпе асаннесем. Мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă, уйсене пушă вырттарман, вăй-халне хĕрхенмесĕр тăрăшнă çĕр ĕçченĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çĕрпе мĕнле усă курни, ял-йышпа пĕрле мĕнле ĕçлени çинчен фото ÿкерчĕксемпе каласа парас килет. Вĕсене 1949 çулта Апаш тăрăхĕнчи Эсеккасси ялĕнче ÿкернĕ.

Çуркунне юр кайса пĕтсен тырă акнă. Тырă пиçсе çитиччен халăх утă çулнă. Утă çулма пĕр-пĕрин хыççăн тăрса, хур-кайăксем пек карталанса пынă. Каçалăка тухсан ларса каннă. Çак ÿкерчĕкре пĕрремĕш ретре сылтăм енчен виççĕмĕшĕ – манăн атте Петр Макарович Макаров. Вăл, протезпа çÿренине пăхмасăрах, утă çулма питĕ ăста пулнă.

Утă çулса типĕтсен капана хывнă. Кунта, улăм ури тунă çĕрте, сылтăмран виççĕмĕшĕ – манăн анне Наталия Сергеевна Сергеева (1912 çулта çуралнă), улăм урине тăрлама вăл питĕ маçтăр пулнă. Ун умĕнчи пĕчĕк ача – эпĕ хам.

Тырă вырма хатĕрленнĕ, йĕтем (анкарти) хырса çĕнĕ тырă валли вырăн тунă, тыррине çурлапа вырнă, кĕлтине лашапа турттарса анкартинче капан тунă. Кĕлтене йĕтем çине сарса хурса тăпачăпа çапнă. Пуш кĕлтесенчен вăрăм улăм ури тунă, выльăх валли хатĕрленĕ. Кашни килтех лаша, ĕне тата ытти выльăх тытнă. Хуралтăсене улăмпа витнĕ, килсене улăм хутса ăшăтнă.

Çапла пурăннă ял ĕçченĕ. Пуçне усман, малашлăхра пурнăç лайăхланасса шанса ĕçе çăмăллатма ăнтăлнă. Анчах та çăмăл майпа пурăнса курайман пирĕн асаттесемпе асаннесем, кукамайсемпе кукаçисем иртнĕ вăхăтра. Тайма пуç вĕсене, çĕр ĕçченĕсене.



"Тăван ен"
30 октября 2009
00:00
Поделиться
;