Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

«Ылтăн кĕркуннерен» - ылтăн медальпе

Пĕтĕм Раççейри курав центрĕ кăçал 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл - пирĕн çĕршывăн культура пуянлăхĕ. Унта çулсерен 130 мероприяти иртет, çак шутра тĕнче шайĕнче те. Паллах, ял хуçалăх енĕпе те чылай ĕç йĕркелеççĕ. АПК куравне çулсерен 150 пин çын хутшăнать. Çав шутран 76 проценчĕ ял хуçалăх специалисчĕсем. «Ылтăн кĕркунне» - пĕлтерĕшлĕ те пысăк курав. Ăна Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕнче вун пĕрмĕш çул йĕркелеççĕ. Центр эмблеми ахальтен мар тырă кĕлтине çĕкленĕ трактористпа колхозник сăнарĕ. Çĕр çыннин ĕç-хĕлне кăтартать вăл. Наукăри, техникăри, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕшĕн выставка центрĕн дипломне, лауреат ятне параççĕ, медальсемпе чыслаççĕ.

Чăваш Ен делегацийĕ - Мускавра

Октябрĕн 9-12-мĕшĕсенче Раççейри ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявланă май Мускавра «Ылтăн кĕркунне» курав иртрĕ. Унта çĕршыври 50 регионпа 29 ют çĕршывран хутшăнчĕç. Сумлă йышра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан Чăваш Ен аграрисен делегацийĕ те.

Курава хутшăнакансемшĕн пĕлмелли, çĕннине илмелли сахал мар. «Ылтăн кĕркунне - 2009» выставкăра пилĕк уйрăм ĕçлерĕ: РФ ял хуçалăх министерствин, АПК тата чĕр тавар тирпейлекен промышленность валли ял хуçалăх техникипе оборудовани кăларакан «АгроТек Россия - 2009», «Выльăх-чĕрлĕх, ăратлăх ĕçĕ», «Раççей регионĕсем» тата «Ют çĕршывсем», «Альтернативлă энергетика - 2009». Кашнинче наукăри çĕнĕлĕхсемпе, ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлне лайăхлатма, çĕнетме пулăшакан технологипе, техникипе тĕплĕн паллаштарнă. Центрăн уçă лаптăкĕнче ретĕн-ретĕн АПК техникипе оборудованисене вырнаçтарнă. Специалистсем кăсăкланакансен ыйтăвĕсене туллин хуравлаççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кунта хамăр çĕршывра туса илекен пахча çимĕçпе улма-çырла сутассине те йĕркеленĕ.

Выставкăна официаллă уçас умĕн Раççей ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник ертсе пынипе «Раççей АПК - çĕршыва кризисран кăлармалли никĕс» агрофорум иртрĕ.

Паллă та сумлă мероприятие Чăваш Ен агропромышленность предприятийĕсем çулсерен хутшăнаççĕ. Кăçал республикăри предприятисен пĕрлехи экспозици хатĕрлесе Пĕтĕм Раççейри курава тăратассипе ЧР ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновация» унитари предприятийĕпе экономика аталанăвĕн суту-илÿ министерстви пысăк ĕç туса ирттернине палăртмалла. Вĕсен экспозицийĕ 80 тăваткăл метр йышăнчĕ. Унта пирĕн тăрăхри чĕр тавар тирпейлекен промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, продукцийĕпе паллаштарчĕç. Вĕсен йышĕнче эпир пурте пĕлекен «АККОНД», «Вăрнар аш-какай комбиначĕ», «Букет Чувашии», «Чăваш бройлерĕ», «Ядринмолоко» пĕрлешÿсем, «Юрма» агрохолдинг, «Чăвашпотребсоюз» тата ыттисем те. Курава çитнисем вĕсен апат-çимĕçне хаваспах туянчĕç. Аш-какай, сĕт-çу продукцийĕ, çăкăр-булка изделийĕсем, напитоксем хăвăрт сутăнчĕç. Çынсем татăлма пĕлмерĕç тейĕн вĕсен патĕнчен. Пухăннисене «Уяв» ансамбль чăвашсем ташшипе, илемлĕ юррипе савăнтарчĕ. Артистсене чылайччен алă çупса тав турĕç.

Куравра агрофорумсем, наукăпа практика конференцийĕсем, семинарсем, «çавра сĕтел», презентацисем, конкурссем ирттерчĕç. Кашниех интереслĕ пулчĕ, чылай çĕнĕлĕхпе паллашма пулăшрĕ, тавра курăма пуянлатрĕ.

Паха та таса çимĕç

Уяв кунĕсенче суту-илÿ ярмăркки те кĕрлесе кăна тăчĕ темелле. Чăваш Енрен Мускава ял хуçалăх продукцине тиенĕ вун-вун машина çул хыврĕ. Тĕп хулара пурăнакансем вĕсен апат-çимĕçне кăмăллани паллă. Çулсерен кĕр енне пахча çимĕç, улма-çырла сутма тытăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Паха, экологи енчен таса çимĕçĕн хакĕ те çыртмасть. Вĕсенчен алă ăстисем те юлмарĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма васкарĕç. Республикăри 40 организаци «çав шутра хушма, фермер хуçалăхĕсем, производство кооперативĕ, Етĕрне, Муркаш, Элĕк, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри райповĕсем, «Дим» пĕрлешĕвĕн 16 ал ĕç ăсти» продукцийĕ суту-илÿ ярмăрккине пуянлатрĕ. Мускаври Таганка районне Чăваш çĕршывĕ çитрĕ тейĕн. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри юрă-ташă ансамблĕ килекенсене кĕвĕ-çемĕпе кĕтсе илчĕ. Кĕске хушăра, виçĕ кун хушшинче, 4 миллион тенкĕлĕх пахча çимĕç, улма-çырла, ытти апат-çимĕç сутма пултарчĕç. «Татах килĕр», - ăшшăн тав турĕç вĕсене Мускавсем.

«Ылтăн кĕркунне - 2009» куравран Чăваш Ен делегачĕсем пушă алăпа таврăнмарĕç. Вĕсем 30 награда илме тивĕçрĕç, çав шутра 15 ылтăн, 8 кĕмĕл, 7 пăхăр медаль. Комисси «Чăваш бройлерĕ», «Ядринмолоко», «Хурт-хăмăр агентстви», «Вăрнар аш-какай комбиначĕ» пĕрлешÿсен, «Чăвашпотребсоюз»««Етĕрнери аш-какай комбиначĕ»», «Чăвашхлебопродукт», «Агро-Инноваци», «Елчĕкри сыр завочĕ» предприятисен, Шупашкар районĕнчи Макаровсен хушма хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хакларĕ, дипломсемпе медальсем парса чысларĕ.

Çĕр çыннăн -

çĕр шухăш

Пĕтĕм Раççейри курава хутшăннă хăш-пĕрисен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарар-ха.

Макаровсем, Шупашкар районĕнчи хушма хуçалăх: «Эпир куравсене, ярмăрккасене яланах хутшăнма тăрăшатпăр. Мускава продукци сутма мар, хамăр туса илекен сиплĕ çимĕçпе паллаштарма çитрĕмĕр. Çемье 30 çул ытла ĕнтĕ пыл хурчĕсем ĕрчетет. Утартан пыл кăна мар, сывлăхшăн, организмшăн усăллă ытти çимĕç те - ăвăс, перга, прополис... - туса илетпĕр. Куравсенче ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатăп, ăса хыватăп. Паха çимĕçшĕн дипломсемпе медальсене те тивĕçнĕччĕ. Халĕ те шанăç пысăк».

Г.Романов, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» хуçалăх ертÿçи: «Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнмаллах. Кунта хальхи техникăпа, технологипе паллашма, туянма килĕшÿ тума май пур. Уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама, çĕр пулăхне пуянлатма мĕн кирли пурте пур. Эпир акă ядохимикатсемпе, удобренисемпе кăсăклантăмăр, хăшне илмеллине палăртрăмăр. Шăпах çакăн пек лару-тăрура, юнашар ларса калаçма май пур çĕрте ĕçлĕ хутшăнусем çирĕпленеççĕ, пĕр-пĕрне шанасси ÿсет».

Ю.Моисеев, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» хуçалăх: «Пурнăç вăл - малалла талпăнни. Район, республика шайĕнче, тен, эпир малтисен ретĕнче. 200 ĕне тытнипе, пысăк сăвăмпа мухтанмалла темелле. Кунта вара хăвăн ĕçĕ-хĕле Раççей шайĕнче хаклама пултаратăн. 2200 ĕне тытакан, талăкра ĕне пуçне 35-40 литр сăвакан хуçалăхсем пурри тĕлĕнтерет. Пирĕн те вĕсем пек ĕçлес килет, малалла туртăнма хавасланса таврăнатăн. Мĕн чухлĕ курса çÿретĕн, çавăн чухлĕ тавра курăм анлăланать. Çитес çул курава тĕп специалистсене те илсе килесшĕн. Кашни отраслĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ, ан тив, килччĕр, курччăр, хаклаччăр, усăллине илччĕр».

И.Игнатьев, Элĕк районĕнчи «Новый путь» производство кооперативĕн ертÿçи: «Мускава хуçалăхăн тĕп ветеринари тухтăрне, инженер-механикне те илсе килтĕмĕр. Хăйсен ĕçĕнче кирлĕ япаласене суйласа илме, информаципе пуянлатма. Эпир куравра хамăр тахçанах пĕлекен нимĕç специалисчĕсене тĕл пултăмăр. Вĕсемпе темиçе çул ĕнтĕ ĕçлĕ çыхăнура. Халĕ ăратлă вăкăрсен вăрлăхне 7 пин доза туянма килĕшсе татăлтăмăр. Эпир ытти çĕршывсемпе те çыхăнса ĕçлетпĕр. Унсăр май çук, пирĕн 400 ĕне, çулталăкне выльăх пуçне 6 пин килограмм сĕт сăватпăр. Кăтартăва лайăхлатас тесен ăратлăхпа нумай ĕçлемелле. Ял хуçалăх техники те чылай кунта, пăхма хитре, хăватлă темелле, анчах тивĕçтерекен сервис çуккипе илме тăхтарăмăр».



"Хресчен сасси"
21 октября 2009
00:00
Поделиться
;