Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Чирлĕ ачасене Мошкассинче сиплĕç

Шăмат кун пирĕн районти Мошкасси ялĕ патĕнче вырнаçнă «Агропуть» снабженипе сбыт кооперативĕн «Заимка» туризмпа сывлăх комплексĕнче «Россельхозбанк» ОАО управляющийĕ Юрий Трушин тата республика Президенчĕ Николай Федоров пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, Россельхозбанкăн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская килсе çитрĕç. Хăнасене район пуçлăхĕ Анатолий Князев кĕтсе илчĕ.

«Заимка» комплексăн пĕр пайĕ çитес уйăхран ĕçе пуçăнмалла. Хальлĕхе унта ресторан, темиçе мунча, лаша манежĕ туса пĕтернĕ. Коммуникацисем хатĕр, шыв пур. Паянхи куна газ кăна яман. Килес çултан пĕтĕмпех хута яма палăртнине пĕлтерчĕ «Агропуть» кооператив председателĕ Андрей Беликов. Комплекса хута яма Россельхозбанк урлă кредит илнĕ. Аса илтерер, агропромышленность комплексĕ çинчен калакан наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, ялти туризма аталантаракансем те çăмăллăхлă кредит илейреççĕ. Шăпах çав майпа усă курса банкран кредит илнĕ те «Агропуть» «Заимкăна» хăпартма. Хальлĕхе 9, 7 млн. тенкĕ килнĕ иккен, ăна усă курнă; илмелли – тепĕр 15 млн. тенкĕ.

Комплекс лаша маршрутне йĕркелеме палăртать, вăл (маршрут) Апаш çывăхĕнчи Çветтуй Пантелеймон ячĕллĕ купель патне çити пулĕ. Пулă тытас текенсем валли юнашарти пĕвене йĕркене кĕртĕç. Кăмăл тăвакансем çавăн пекех юланутпа çÿреме хăнăхĕç. Чăваш енре халиччен пулман тепĕр япала вăл – ДЦПпа (детский церебральный паралич) чирлĕ ачасем валли иппотерапи меслечĕпе сиплев йĕркелесси. Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче пур çав меслете алла илессипе ятарлă пĕр çын халĕ Мускавра ăс пухать. Хăй вăл – лаша спорчĕн тренерĕ, педиатр.

Юрий Трушин тата Николай Федоров лаша манежне кĕрсе тухрĕç, унтан лаша спорчĕн ăстисен пултарулăхĕпе паллашрĕç, вĕсене алă çупса тав турĕç. «Мĕн ятлă-ха эсĕ;» – ыйтрĕ ушкăнри чи çамрăк ачаран республика ертÿçи. «Олег», – паллаштарчĕ хăйĕнпе хайхи. «Маттур», – ырларĕ ачана Президент. Юрий Трушин валли асăнмалăх сувенир та хатĕрленĕ: хăнасене кĕтсе илме хутшăннă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем лаша кÿлепине тыттарчĕç. Вăл çамрăксем – пулас банкирсем. Мĕншĕн тесен студентсен пĕр ушкăнне Россельхозбанк специалисчĕсем пулма ятарласа хатĕрлеççĕ. Сăмах май, Россельхозбанкăн управляющийĕ ял банкирĕ пулас çамрăксене (çапла каларĕ вĕсене асăннă кредит учрежденийĕн регионти филиалĕн директорĕ) хăйĕн ĕçтешне, Ирина Письменскаяна, 10-шар пин тенкĕ преми пама хушрĕ.

«Заимкăра» пулнă хыççăн пысăк хăнасем Шупашкарти «Акконд» предприятие çул тытрĕç. Пирĕн района çитиччен вĕсем Комсомольски тата Канаш районĕсенче те пулнă.



"Тăван ен"
20 октября 2009
00:00
Поделиться
;