Çăмăллăхлă кредитпа усă курчĕç
Агропромышленноç комплексне аталантарнă çĕрте чылай çăмăллăхсемпе усă курма май килнине палăртма кăмăллă. Ял хуçалăх предприятийĕсем ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туяннăшăн – 946 пин, минераллă удобренисемшĕн 4 миллион та 696 пин тенкĕ субсиди илчĕç. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕшĕн вара 4 миллион та 890 пин тенкĕ субсидие тивĕçрĕç. Çав шутран «Новый путь» хуçалăх 3 миллион та 450 тенкĕ ĕçе кĕртнĕ.
Хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттернĕ чухне çăмăллăхлă кредитпа 17 миллион тенкĕлĕх усă курчĕç. Уйрăммăн илсен, «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ – 8 миллион та 765 пин, «Алмаз» общество- 645 пин, «Возрождение» хресчен-фермер хуçалăх – 1 миллион, С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ 8 миллион та 154 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Асăннă суммăсене пĕтĕмпех техника туяннă çĕре янă.