Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кĕр! кĕрлерĕ «Ылтăн кĕркунне»

Çĕршывăн тĕп хулинче, Мускавра, октябрĕн 9-12-мĕшĕсенче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Çак тапхăрта Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕнче «Ылтăн кĕркунне» курав та иртрĕ. Раççейри агропромышленность куравне РФ Ял хуçалăх министерстви, Мускав правительстви, çĕршыври ял хуçалăх наукисен академийĕ, агропромышленность тата «Пĕтĕм Раççейри курав центрĕ» пĕрлешĕвĕсем йĕркеленĕ. Паллă та сумлă мероприятие Чăваш Енри агропромышленность предприятийĕсем те хутшăнчĕç. Республикăн экспозицийĕ 80 тăваткăл метрта вырнаçрĕ. Чĕр тавар тирпейлесе хатĕрлекен тата хресчен «фермер» хуçалăхĕсем хутшăнчĕç. Хăйсен продукцийĕпе хаваспах паллаштарчĕç. Вĕсен йышĕнче пурте пĕлекен пысăк та сумлă «Акконд», «Вăрнар аш-какай комбиначĕ», «Букет Чувашии», «Чăваш бройлерĕ», «Ядринмолоко» пĕрлешÿсем, «Чăвашпотребсоюз», «Юрма» агрохолдинг» тата ыттисем те. Аш-какай, сĕт-çу, кондитер изделийĕсене, çăкăр-булка тата ытти апат-çимĕçе курава çитнисем хаваспах туянчĕç. Республика предприятийĕсен пĕрлĕхлĕ экспозицине хатĕрлесе вырнаçтарас тĕлĕшпе ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕ, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви самай тăрăшнине палăртмалла.

Раççей агропромышленность эрнинче ял хуçалăх продукцийĕн суту-илÿ ярмăрккине те йĕркелерĕç. Инçе çула пăхмасăр Чăваш Енрен пахча çимĕç, улма-çырла тиенĕ машинăсем ир-ирех Мускава васкарĕç. Экологи енчен таса, паха çимĕçе çĕршывăн тĕп хулинче кăмăлласа йышăнни паллă. Мускавсем çулсерен вĕсене чăтăмсăр кĕтеççĕ. Хальхинче АПКн 40 организацийĕ «çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем, хушма хуçалăхсем» Таганка районĕнче суту-илÿ ярмăрккине хутшăнчĕç. Алă ăстисем те вĕсенчен юлмарĕç, вĕсен таварĕ те хăвăрт сутăнчĕ. Паха та йÿнĕ ял хуçалăх продукцийĕ патĕнчен халăх татăлмарĕ. Суйламалăх, туянмалăх пур темелле: çĕр улми, кăшман, пан улми, кишĕр, пыл... Виçĕ кунра кăна Чăваш Енри аграрисем 4 миллион тенкĕлĕх продукци сутма пултарчĕç.

Тупăш илнипе пĕрлех ертÿçĕсем, специалистсем ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе, наукăри çитĕнÿсемпе паллашрĕç.

«Ылтăн кĕркунне _ 2009» курава Раççейри 50 регионран тата 29 ют çĕршывран хутшăнма кăмăл тунă. АПК валли ял хуçалăх техникипе оборудованийĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх... _ мĕн кăна çук-тăр. Куравра наукăпа практика конференцийĕсем, «çавра сĕтелсем», презентацисем, конкурссем те иртрĕç. Ĕçлĕ тĕл пулусенче малашне çыхăнса ĕçлеме килĕшÿсем турĕç. Чăннипех тухăçлă та интереслĕ иртрĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне _ 2009» курав.

«Тĕплĕнрех _ çитес номерте».



"Хресчен сасси"
14 октября 2009
00:00
Поделиться
;