ЯЛ ÇЫННИ ЙЫВĂРЛĂХРАН ХĂРАМАСТЬ
Кăçал мĕн-пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырăсене тата пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсене 8600 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче – 5657 гектар çинчен. Тырă пĕтĕмпе 17, 7 пин тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 20, 5 центнер пулчĕ. Тĕштырăсене туса илессипе “Новый путь” хуçалăх уйрăмах ырăпа палăрчĕ, пĕтĕмпе 3658, 5 тонна тырă туса илме пултарчĕç. Гектар тухăçĕ 27, 1 центнерпа танлашрĕ. “Алмаз” обществăра пысăк ÿсĕм турĕç, тĕш тырăсене 1140 тонна пухса кĕртрĕç, тухăçа 30 центнера çитерчĕç. “Правда” хуçалăхра, “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕнче те тырă ăнса пулчĕ, тухăç 27 центнертан та иртрĕ.
Районĕпе илсен, çĕр улмие 2247 гектар çинчен кăларнă. Уйрăммăн илсен, “иккĕмĕш çăкăра” ял хуçалăх предприятийĕсенче 118 гектар, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче – 1072, килти хушма хуçалăхсенче 1057 гектар çинчен пухса тирпейленĕ. Ку культурăна 40, 3 пин тонна таран пухса кĕртме пултартăмăр, тухăçĕ – 170 центнер. Çак çитĕнÿре хресчен-фермер хуçалăхĕсен тÿпи уйрăмах пысăк. Сăмахран, “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхри 300 гектар çинчи çĕрулми 200 центнер, “Возрождение”, С.Волков, Г.Исаев хуçалăхсенчи çĕр улми 180-165 центнер тухăç пачĕç.
Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, кĕр тыррисене 2760 гектар акса хăварнă. Кĕрхи çĕртме сухине 3065 гектар çинче пурнăçланă. “Новый путь”, “Алмаз”, “Правда” хуçалăхсем çитес çул акса-лартмалли мĕнпур лаптăка сухаласа хăварчĕç.
Иртнĕ тăхăр уйăхра мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт 20, 9 пин тонна суса илнĕ (101, 8 процент). Ял хуçалăх предприятийĕсенче продукци хисепĕ – 3, 3 пин тонна (85, 1 процент). Сĕт туса илессине “Авангард” хуçалăхра (135, 9 процент), “Алмаз” обществăра (441, 1 процент), “Новый путь” хуçалăхра (108, 5 процент) ÿстернĕ. Ку кăтарту “Витязь” обществăра (70, 1 процент). “Звезда” хуçалăхра (61, 2 процент) уйрăмах палăрмалла чакнă.
Январь-сентябрь уйăхĕсенче аш-какай 2162, 2 тонна туса илнĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан – 91 процент. Ку енĕпе “Новый путь” хуçалăх (227, 6 тонна), Ульянов ячĕллĕ хуçалăх (27, 7 тонна) малта пыраççĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче ĕне выльăхсем 11608 пуç шутланнă. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, ĕне выльăхсем 81, 8 процент, ĕнесем – 92, 7, сыснасем 76, 8 процент кăна. Выльăхсен йышĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче уйрăмах хăвăрт чакса пырать. Сăмахран, ĕне выльăхсем иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 3177 пуçран 2382 пуçа çити (75 процент) сахалланнă.
Машина-трактор паркĕсене çĕнетессипе ĕç лайăхланнине палăртма кăмăллă. Иртнĕ тăхăр уйăхра пурĕ 15 миллион тенкĕлĕх ытла техника туяннă.
Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене ĕçшĕн тÿлесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче 476 çын ĕçлени паллă. Вĕсен вăтам ĕç укçийĕ – 5493 тенкĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, ÿсĕм – 128, 7 процент. “Новый путь” хуçалăх кăтартăвĕ ку енĕпе чи пысăкки, кашни çын пуçне тивекен ĕç укçи – 7545 тенкĕ. Çав хушăрах “Звезда” хуçалăх ĕçченĕсен шалăвĕ 2730, “Правда” хуçалăхра – 2714, “Витязь” обществăра 2875 тенкĕрен иртмен-ха.
Килти хушма хуçăлăхсем, пурĕ120-ĕн çăмăллăхлă кредит 15, 9 миллион тенкĕлĕх илнĕ. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ĕçе кĕме тытăннăранпа вара пурĕ 227 миллион тенкĕлĕх кредит илни паллă. Укçа-тенкĕ енĕпе пысăк йывăрлăхсем пулнине пухмасăр кредит парассипе ĕçсем малалла пыраççĕ.
Ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлатăп, ĕçре ăнăçу сунатăп.