Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хирте тыр-пул кашлатăр, фермăра выльăх ĕрчетĕр

Тыр-пул пулсан, сĕтел çинче çăкăр пулатех. Пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе пысăкрах фермер хуçалăхĕсем кашни гектар пуçне вăтамран 23, 5 центнер пуçтарса илнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне пухнă оперативлă сводки тăрăх, пĕтĕмпе 579 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ.

Ял хуçалăхĕ

ТУХĂÇ КĂÇАЛ ПЫСĂКРАХ

Кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Иртнĕ çулхи çав дата тĕлне пăхсан, кашни гектар пуçне тухăç вăтамран 22, 1 центнера ларнă. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе пысăк фермер хуçалăхĕсем кăçал пурĕ 26, 4 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – 24, 1 ц.

Тыр-пул ăнса пулса вăл пÿлме тулли пулсан хресченĕн, паллах, чунĕ савăнать. Ара, çуркунне шăпах çавăншăн хыпăнса ÿксе акман-им вара вăл; Çум курăкпа, тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешсе тĕрлĕ ĕç ирттернĕ чухне те пулас тухăç пиркиех шухăшланă-çке. «Тырра кама та пулин сутрăр-и;» – тесе ыйтрăм та пĕр ял хуçалăх предприятийĕн пуçлăхĕнчен, «Виç тенкĕпе-и;» ыйту çине ыйтупа хуравларĕ хайхи.

КИЛОГРАМНЕ – 4 ТЕНКĔПЕ

Ÿсен-тăран отраслĕпе ĕçлекенсене тыр-пул хакĕ чылай чух тивĕçтермест. «Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр хуçалăхра 4 тенкĕпе тулă туянтăм», – терĕ пĕр паллакан. Çав вăхăтрах ик эрне каялла Шупашкарти Кăнтăр (Южный) пасарĕнче çÿрерĕм те, унти пĕр сутуçă кĕрхи ыраша килограмне 15 тенкĕпе сутса тăратчĕ. Анчах çакă вăл ыраш пур çĕрте те çавăн пек тăнине пĕлтермест. Усламçă дачниксем туянасса шанса çавăн пек хак лартса хунă ĕнтĕ.

«Российская газета» хаçат август уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче апат-çимĕçлĕх тыр-пулăн пĕр тонни çĕршывра 4, 2-4, 3 пин тенкĕ тăнине пĕлтернĕччĕ. Статья авторĕ ăна (хака) 2008 çулхи март-апрель уйăхĕсенчинчен 2, 5 хута яхăн пĕчĕкрех тесе пĕлтерет. «Çăкăр пĕçерекенсен хăйсен продукцийĕн хакне малтанхи шайрах тытмаллин сăлтавне курмастăп», – тенĕ журналистсене Раççейĕн тыр-пул союзĕн президенчĕ Аркадий Злочевский август уйăхĕнчи тĕл пулура.

ХАКА ВИТĔМ КŸРЕЙМĔН

Аграри темине çутатакан республикăри журналистсемпе ирттернĕ тĕл пулура та тыр-пул хакĕ пирки сăмах пулчĕ. «Çĕршыври тыр-пул хакне пирĕн Чăваш Ен витĕм кÿреймест», – терĕ унта республикăн ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев. Чăн та, тыр-пул туса илнин калăпăшĕпе пирĕн республика ытти хăш-пĕр регионсемпе танлашаймасть. Ку вăл паллă. Тепĕр тесен, маларах асăннă «РГ» пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыв та тыр-пул сутса кăçал пысăк услам илеймĕ. Иртнĕ çул экспорта 22, 4 млн. тонна таран ăсатма пултарнă пулсан, кăçал 15-19 млн. тоннăран ытла пулаймĕ. Сăлтавĕ – пирĕн тыр-пула туянакан çĕршывсенче хăйсенче тухăç аван пулнă. Тата тыр-пулăн тĕнче рынокĕнчи хакĕ те кăçал ÿкнĕ.

УПРАМА ВЫРĂН КИРЛĔ

Республикăри аграрник-журналистсемпе ирттернĕ «çавра сĕтел» вăхăтĕнче РФ Патшалăх Думин аграри комитечĕн председателĕ Валентин Денисов та пулнăччĕ те, ÿсен-тăран отраслĕн çав продукцийĕн хакĕ пирки калаçнă май, тыр-пул туянма федераци бюджетĕнчен кăçал 6, 3 млрд. тенкĕ тупма пултарнине палăртрĕ. Тыр-пула упрама вырăн çуккине те пĕлтерчĕ вăл. Элеваторсенчен хăшĕсене уйрăм çынсем туянса пĕтернĕ. Кун пек лару-тăрура чи лайăх çул-йĕр – тыр-пула выльăх апачĕ евĕр усă курса выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ евĕр укçа илсен кăна...

ТЫР-ПУЛ ЫТЛАШШИ-И?

Хаксем пирки калаçнă май, ял хуçалăхĕнче йăлтах çыхăнуллă пулнине «çавра сĕтеле» хутшăннă Чăваш Ен ертÿçи Николай Федоров та, Валентин Денисов та палăртрĕç. Тыр-пул хакланса кайнă пĕр çулхине кайăк-кĕшĕк фабрикисем хытах аптăраса ÿкнине те аса илчĕç. Çавăн хыççăн пĕр фабрика хамăр республикăра тата Ульяновск облаçĕнче çĕр туянса ÿсен-тăран отраслĕпе ĕçлеме пуçланине асăнса хăварчĕ Николай Федоров Президент. Хамăр енчен палăртар: вăл предприяти – пирĕн районти «Чебоксарская птицефабрика».

Асăннă факт – ял хуçалăх предприятийĕсен ÿсен-тăран отрасльне те, выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантармаллине пĕлтерекен тĕслĕх. Пенсионерсем те, бюджет тытăмĕнче тăрăшакансем те ĕç укçи вăхăтра илнине, вĕсем выльăх-чĕрлĕх те тытнине шута илсе республикăн ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев тыр-пула ял çыннисене сутма сĕнчĕ.

КУНТАН ЙŸНĔ ПУЛАЙМĔ

Тыр-пулăн çĕршыври хакне пирĕн республика витĕм кÿреймест терĕмĕр пулин те, республикăра тыр-пулăн чи пĕчĕк хакĕсене палăртни пирки те каласа хăвармаллах. Клейковина виçи 25 :-ран пысăкрах III класлă çемçе тулă тонни 5 пин тенкĕ, 23-24 :-ли 4, 7 пин тенкĕ тесе йышăннă. IV класлă 18-22 процент клейковинăллă пĕр тонна тулă 4, 3 пин тенкĕрен йÿнĕрех пулаймасть.

«18-22 : клейковинăллă пĕр тонна тулă 4, 3 пин тенкĕрен йÿнĕрех пулмалла мар пулин те, Шупашкарти элеватор 3, 9 пин тенкĕпе (НДСа шута илсен) туянать. Вăт, эсир çавăн пирки çырăр-ха», – кăмăлсăрланса калаçрĕ районти пĕр хуçалăх ертÿçи вĕсен хуçалăхне вырма ĕçĕпе паллашма кайсан. Шупашкарти элеватор «Чувашхлебопродукт» предприятин йышĕнче пулнă май, унти маркетинг службипе çыхăнтăмăр. «Чи пĕчĕк хаксене республикăн апат-çимĕç фондне йĕркелеме палăртнă, пире пырса тивмест вăл», – ăнлантарчĕç пире.

Апат-çимĕç фончĕ тенĕрен, «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» хысна предприятийĕ сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне 7050, 2 т тырă туяннă. Çав шутра пирĕн район 343, 4 т сутнă. 343, 4 тоннăран 158, 9 тонни – апат-çимĕçлĕх тырă. Сăмах май, çавăнта сутнă апат-çимĕçлĕх тырăран пĕр тонна та тулă çук. Пĕтĕмпех – ыраш.



"Тăван ен"
09 октября 2009
00:00
Поделиться