ĔÇ МЕСЛЕТНЕ ПĔЛСЕН ÇИТĔНŸ ТУМА ПУЛАТЬ
Чăнах та, “Знамя” ЯХПК ĕçченĕсем кăçал пысăк тупăш илнĕ: “иккĕмĕш çăкăра” гектартан 315 центнер, тырра - 26, 5 центнер. Хуçалăхăн çĕр сахал мар, авă
- Çĕр улми лаптăкне те пысăклатас шухăш пур, кăçал ăна
- Апла çĕр улми пысăк тупăш парать, “иккĕмĕш çăкăр” ăнса пултăр тесен чи малтанах мĕн асра тытмалла? - кăсăкланатăп эпĕ.
- Тупăшĕ çав тери пысăк теме çук, анчах ытти пахча çимĕçрен, культурăран чылай тăкаксăртарах. Тырă кăçалхи пек йÿнĕ тахçанах пулман, çавăнпа сутмашкăн тăхтаса тăма тивет. Ял хуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçлес тесен паян кивĕ техникăна шанма пăрахмалла, çĕнĕ те паха йышшисене туянма тăрăшмалла. Икĕ çул ĕнтĕ çĕр улмине Германире туса кăларнă комбайнпа кăларатпăр, çав тери тирпейлĕ техника. Сухалама та çĕнĕ тракторсем кирлĕ. Кăçал укçа-тенкĕ тупса “Агрос” туянасшăн. Çĕр улми тухăçлă пултăр тесен сорчĕсене те тăтăшах улăштарса тăмалла, - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ ертÿçĕ.
- Эсир халĕ мĕнле сортсемпе ĕçлетĕр? - çĕр улми шултра пулнине курса интересленетĕп.
- “Удача”, “Розана” йышшисене ытларах лартма тăрăшатпăр. Кăçал кăна 450 пин тенкĕлĕх çĕнĕ вăрлăх кÿрсе килтĕмĕр. Тĕш тырра та улăштарсах тăратпăр, “Галина” элитлă сорт уйрăмах пысăк тухăç парать, - вăрттăнлăхĕсене уçать предприятишĕн ырми-канми тăрăшакан Вячеслав Васильев.
Хуçалăхра 50 çынна яхăн вăй хурать, ĕççи вăхăтĕнче çак йыш çумне тата 60-70 çын хушăнать. Ака-суха, вырма тапхăрĕсенче трактористсем вăтамран 10-15 пин тенкĕ, комбайнерсем 20-25 пин тенкĕ /!/ илеççĕ-мĕн. Ав ăçта Мускаври шапаш? Ан ÿркен кăна.
- Чунне парса тăрăшакансене ятран асăнас килет, - тет ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлекен пуçлăх. - Юрий Ивановпа Сергей Пырков комбайнерсем, Сергей Андреевпа Леонид Суров трактористсем, Геннадий Иванов, Иван Петровпа Валерий Нетронев водительсем хушнă ĕçрен пăрăнмаççĕ. Çавăн пекех Владимир Леонтьев механизатор та, çĕр улми çинче ĕçлекен Андриян Иванов та ĕçе тирпейлĕ, ăста пурнăçлаççĕ.
Хуçалăх ферминче выльăх-чĕрлĕх сахал мар. Унта 135 ĕне сăваççĕ, 120 пуç вăкăр самăртаççĕ.
Сĕт хакĕ пирки Вячеслав Васильев мĕн шухăшланине пĕлес килчĕ:
- Паллах, сĕтрен нимĕнле тупăш та илейместпĕр. Пĕлтĕр ку вăхăтра литрне 10-11 тенкĕпе сутнă пулсан кăçал 7 тенке аран-аран кармашать.
Выльăх-чĕрлĕх самăртнă çĕрте Николайпа Лидия Петровсем, машина-трактор паркĕнче Николай Николаев сварщик, Владимир Александров инженер лайăх ĕçлеççĕ-мĕн. Хуçа вĕсемпе чăннипех те мăнаçланать, анчах хуçалăхра çамрăк сахаллишĕн пăшăрханать:
- Паллах, ĕççи вăхăтĕнче, çуллахи куникулта пур вĕсем, çапах тĕпленсе вăй хуракан çукпа пĕрех. Ав склад заведующийĕ Надежда Иванова, бухгалтерире тăрăшакан Лариса Александрова пур.
Вячеслав Васильев шухăшĕпе, ĕçлеме çулран-çул йывăрланса пырсан та тупăш илме майсем тупма пулать, çавăнпах вăл пысăк ĕмĕтсемпе хăпартланать. Туса илнĕ çимĕçе сутса пĕтерсе парăмсене татасшăн вăл,