Пысăк тухăç – савăнăç
Сăмахран, кăçал 340 гектар çинчи урпапа тулăн кăтартăвĕсем чăннипех те савăнтараççĕ: гектартан вĕсен тухăçĕ 34 центнерпа танлашать, çав шутран кĕрхи культурăсем 41 центнера çитнĕ.
– Кун пекки ку таранччен пулман, ытти çулсенче гектартан 800 тонна илме пултарнă пулсан, кăçал кĕлете пуçтарăннă тупăш 1 пин те 132 тоннăна çитнĕ. Çавна май çак пысăк тухăçлăх пулнине кура эпир колхозниксене нумайрах тырă пама пултартăмăр. Унсăр пуçне хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене 100-шер килограмм (42 çын) тулă тÿлевсĕр патăмăр. Çĕн Атикасси вăтам шкулĕн коллективне 1 тонна тулă тÿлевсĕр пама пултартăмăр, – тет колхозăн тĕп бухгалтерĕ Алевтина Бромбина.
Ку пĕтĕмпех ĕçлес кăмăла çĕклентерет.