Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Палăртнине пурнăçлани - пысăк савăнăç

Патăрьел районĕнче пурĕ 316 фермер. Вĕсен ассоциацине Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Е.М.Мартышкин ертсе пырать. Пĕлтĕр Евгений Михайловича Раççейри фермерсен ассоциацийĕ “Раççейĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ” ят панă. Мĕнле аталанса пырать унăн хресчен-фермер хуçалăхĕ? Епле ыйтусем пăшăрхантараççĕ ăна? Фермер ассоциацийĕ фермерсене мĕнпе пулăшать? Çак ыйтусене хуравлама ыйтрăм Евгений Мартышкинран.

- Фермер хуçалăхĕн пурĕ 108 гектар çĕр. Пирĕн районта çĕр гектар ытла çĕрлĕ фермерсем пиллĕкĕн. 71 гектар çинче тыр-пул /çурхи урпа, кĕрхи тулă/, 19 гектар - çĕр улми, 3 гектар çинче сухан-севок, кишĕрпе хĕрлĕ кăшман пĕрер гектар çитĕнтеретпĕр.

Тыр-пул гектартан 31-32 центнер тухрĕ. Ăна йÿнĕ пулнăран сутман-ха, упрама хунă. Çĕр улми тухăçĕ гектартан - 205-210 центнер. “Иккĕмĕш çăкăр” пуссинче 30 çын вăй хучĕ. Çĕр улмине хиртенех Пензăран, Саратовран, Сызраньрен килнĕ предпринимательсен машинисем çине тиесе ăсатрăмăр. Шанчăклă, лайăх партнерсем вĕсем. Чăвашсене ĕçчен пулнăшăн, нумай калаçманшăн, лайăх пахча çимĕç çитĕнтернĕшĕн хисеплеççĕ.

Эпир ытларах “Невский” сортлă çĕр улми ÿстеретпĕр. Икĕ гектар çинче - “Удача”. “Невский” сорта питĕ килĕштеретĕп. Сĕре хитре, тутлă улма вăл. Пăхма кăмăллă. Тольяттирен килнĕ предпринимательсем шурă çĕр улмине кăна туянаççĕ. Саратоврисем вара хĕрлине килĕштереççĕ.

Сухан-севок та ăнса пулчĕ. Ăна çуркунне сутăпăр.

Фермер хуçалăхĕнче 6 çын. Пирĕншĕн аталану çул-йĕрĕ çăмăл пулман. 11 çул каялла Пăла леш енчи çĕре пачĕç. Кĕтÿ çÿретчĕ унта маларах. Ун чухне Федя тете курчĕ те: “Эс ку çĕр çинче е çука юлатăн, е пуятăн”, - терĕ. “Çĕр çинче ĕçлекен вилмен-ха хальччен”, - шанчăка çухатмарăм ун чухне. Акă халь хамăра çитсе пырать, халăха ĕçлеттерме, тÿлеме те çитет.

Фермерăн халăхпа хутшăнса ĕçлемелле. Ăнлану, килĕшÿ пулсан ăнăçу пулатех. Калăпăр, пĕчĕкрех ялта йĕркеллĕ фермер пулни начар-им? Питĕ лайăх! Пысăк пĕр-пĕр хуçалăх ертÿçинчен йăрăрах чылайăшĕ. Акă, сăмахран, кăçал эпир хамăр вăйпа Турикас çулне тикĕслерĕмĕр. Ял праçникне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Ял клубне юсама пулăшрăмăр. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿртре иртнĕ республикăри фермерсен канашлăвĕнче çивĕч ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Фермерсем кăмăллă юлчĕç. Ассоциаци вĕсене мĕнпе пулăшать-ха? Чăн малтанах канаш-сĕнÿпе. Пĕлтĕр районти фермерсене им-çам кÿрсе килсе патăм. Хальтерех çеç çак ĕçе пуçăннă çамрăка 3 тонна хĕрлĕ çĕр улмин вăрлăхне парса ятăм. Хавхалантарас килчĕ. Ассоциаци пурри фермерсене шанчăка çухатма памасть. “Эпĕ пĕччен мар, пирĕн ассоциаци пур. Çĕр илсе ĕçлесе пăхас”, - тесе шухăшлаттарать вăл çынна.

Фермерсем питĕ лайăх ĕçлеме пултарнине хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса пачĕç. Вĕсене кăштах патшалăх енчен пулăшу кирлĕ. Сăмахран, хаксене палăртса, йĕркелесе тăтăр вăл. Тырă хакĕ питĕ йÿнĕ пулни пăшăрхантарать. Продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарма май çукки хресченĕн ĕçлес кăмăлне хуçать. Çĕр ĕçченĕ кризис мĕнне ăнланмасть. Ăна ĕçленĕшĕн вăхăтра тÿлемелле.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче эпир хамăра тивĕçлипе кăтартрăмăр. Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕ лайăх. Ĕçлени, тăрăшни йăлтах куç умĕнче. Палăртнине пурнăçлани чăннипех пысăк савăнăç. Çитĕнÿ хăй хальлĕн, çăмăллăн килмест. Михаил Трифонов, Николай Кротов, Владимир Владимиров механизаторсене, Ирина Ереевăпа Галина Гнидинăна тав тăвас килет.



"Хыпар"
06 октября 2009
00:00
Поделиться