Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пилĕк авмасăр пурлăхлă пулаймăн

Виçĕ çулта темиçе директор улшăннă. Лав çав-çавах вырăнтан хускалайман. Йывăр лару-тăру ăна шурлăх пек “çăтсах пынă”. Тилхепене тытма сĕнсен Людмила Емельянова килĕшнĕ: мĕнех, пуçăнса пăхам.

Унтанпа 13 çул иртрĕ. Людмила Александровна Куславкка районĕнчи çука юлнă “Родина” ЯХПКна пурлăхлă турĕ, хастаррисен йышне кĕртрĕ. Хăрамарĕ вăл, йывăрлăхсене парăнмарĕ. Ашшĕ-амăшĕ - Александр Андреевичпа Евгения Михайловна Беловсем - ăна мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни пулăшрĕ. Халĕ те маттур вăл. Мăшăрĕпе кунĕпе производствăра вăй хурсан та ывăннине туймасăр килĕнчи фермăна - 2 ĕне, 10 вăкăр, 9 сысна ами /4-ăшĕ 42 çура тунă/ - юратса пăхма вăхăт тупаççĕ, ял-йыша ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пĕлеççĕ: пилĕк авмасăр укçа-тенкĕллĕ, пурлăхлă пулаймăн. “Эсир лайăх пурăнатăр”, - ăмсанать хăшĕ-пĕри. “Ара, кам чарать вĕсене выльăх-чĕрлĕх усрама е пахча çимĕç çитĕнтерме? Ку чухне ĕç тĕлне пĕлмесен пурнăçа сыпăнтараймăн”, - тĕлĕнет Л.А.Емельянова.

Хĕрÿллĕн кÿлĕннĕ халăх шанăçне тÿрре кăларасчĕ тесе.

- Çĕр пулăхне ÿстересси çинчен шухăшлама мар, çĕртме те туман, - аса илет иртнине кооператив ертÿçи. - Агротехникăна, технологие тĕрĕс пăхăннăран çулленех кашни гектартан вăтамран 25 центнертан кая мар тĕш тырă пухса илетпĕр. Кăçал тухăç 25,7 центнерпа танлашрĕ. Сĕлĕ 30-35 центнер тухрĕ. Пĕр лаптăкĕ 40 центнерпа савăнтарчĕ. Пирĕн тăрăхри тăмлă çĕр çинче çакă аван кăтарту. Усă курман пĕр лаптăк та çук. Панкрута тухнă “Козловский” хуçалăхăн çĕрĕсене валеçнĕ май пĕлтĕр 157 гектара пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр, кăçал - 171. Халĕ пирĕн 1111 га.

Лайăх техникăсăр уй-хир ĕçне вăхăтра пурнăçлаймăн. Людмила Александровна кредитпа çĕнĕ техника туянса машина-трактор паркне çĕнетет. Механизаторсем уншăн сылтăм алă пекех, шанчăклă, хастар. Николай Гаврилов ДТ-75 тракторпа 12 çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать, хушнине яланах тĕплĕ пурнăçлать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче те ăна ырăпа çеç асăнчĕç. Хуçалăхра вĕсем пиллĕкĕн. Кĕрхи çĕртмене çывăх кунсенчех вĕçлесшĕн. Лайăх сухаланă 750 гектар çураки валли хатĕр пулĕ.

- Кĕрхисене вăхăтра акрăмăр, - тет Людмила Емельянова. - 100 гектар ырашпа 215 гектар кĕрхи тулă лайăх шăтса тухрĕç.

Пухса илнĕ тырра вăхăтра вырнаçтарнине мĕн çиттĕр? Хĕл каçарма ятарлă вырăн кирлĕ, пăхсах тăмалла. “Родина” кĕрхи тулла сутса пĕтернĕ. Сĕлле вăрлăхлăх ăсатаççĕ.

ЯХПК ураланса-вăй илсе пырать. Техника упрама парк кирлĕ. Çĕнĕрен тăвас - сывлăш çавăрма палăртнă укçа самаях тăкакланĕ. Ыйтăва татса пама май тупнă: механизаторсем шанса панă техникăна кил умĕнче е картишĕнче тытаççĕ. Хăйсенех ĕçлемелле те - вăл яланах сыхă, шанчăклă, юсавлă.

- Ял хуçалăх специальноçне алла илекен тупăнкалать-ха, анчах пĕри те каялла таврăнмасть, - шухăшлăн тинкерет Людмила Александровна. - Вырăнĕ илемлĕ, килсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, асфальт çул сарнă. Йывăр ĕçре пиçмен çамрăка халĕ нимĕнпе те илĕртеймĕн. Пилĕке авмасăрах пысăк укçаллă пуласшăн мар-и?

Унччен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Пĕлтĕр ку отрасле пĕтернĕ. Сăлтавĕ: вите-хуралтă юхăнса çитни, йÿнĕ продукци тăкак çеç кÿни, ăна та пулин район центрĕнче йышăнма пăрахни... Куславккари сĕт-çу завочĕ сĕтшĕн 88 пин тенкĕ парăма пĕлтĕртенпех татмасть, шухăшламасть те. “Паян мĕн тупăш парать - çавăнпа çеç ĕçлемелле. Унсăрăн каллех панкрута тухăн”, - тет çирĕп тĕллевсем палăртакан ертÿçĕ.



"Хыпар"
05 октября 2009
00:00
Поделиться