Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ял хуçалăх хыпарĕсем

Çĕр улмине пуçтарса кĕртесси вĕçленсе пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 2423 гектарта е пĕтĕмĕшле лаптăкăн 96, 1 процентĕнче ĕç пĕтнĕ. Районĕпе вăтам тухăç 170, 1 центнерпа танлашать. Пурĕ 41215 тонна пуçтарса кĕртнĕ.

«Иккĕмĕш çăкăра» Волгоград, Самара, Сызрань, Хусан, Киров тата ытти хуласене те ăсатаççĕ.

Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе вăтам сăвăм 10, 9 килогрампа танлашать, пĕлтĕр ку вăхăтра 10, 6 килограмм пулнă. «Звезда» (16 килограмм), Ленин ячĕллĕ (14, 6), «Батыревский» (13, 2), «Красное знамя» (11, 2) хуçалăхсенче кăтарту пысăкрах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 сентября 2009
00:00
Поделиться
;