Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

УЙ-ХИРТЕ

Ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне пурĕ 40 пин тонна ытла çĕр улми пухса кĕртнĕ. Тата 6 хуçалăхра 53 гектар пуçтармалли лаптăк юлнă. Ку ĕçе çитес вăхăтра вĕçлеççĕ. Вăтамран кашни гектартан 177 центнер тухăç илнĕ. Чи пысăк тухăç «Урожай» колхозра — кашни гектартан 290 центнер. Вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» 120 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Пахча-çимĕç культурисене те пуçтараççĕ. Кĕрхи культурăсене те вăхăтра акса хăвармалла, 5000 гектар акма планланă пулсан, çак ĕçе 5675 гектар çинче пурнăçланă та. 10500 пин гектар çĕре сухаланă.



"Каçал Ен"
30 сентября 2009
00:00
Поделиться
;