Алманчăсем тăваллах талпăнаççĕ
Çитĕнÿ кĕрхи культурăсемпе лайăх ĕçленĕрен туптаннă. Апла пулин те Ю.Н.Попов генеральнăй директор: “Пĕтĕм технологие пăхăнсан эпир усă куракан сортсем вăтăр çеç мар, хĕрĕх-аллă, хăшĕсем утмăл центнер таран пама пултараççĕ. Çак меслетлĕхе тĕплĕ тăрлама мехел çитерейменни ура хурать те пире”, - терĕ шухăшлăн. Ăнланмалла ĕнтĕ: “пире” сăмаха çĕр-çĕр хуçалăх ертÿçишĕн те каларĕ. “Меслет-хăват пысăк. Ăна алла илме çеç вĕренмелле. Вара республика Президенчĕн тĕллевне те пурнăçлăпăр, кашни çул миллионшар тонна тырăпа çĕр улми çитĕнтерĕпĕр”, - татăклă хушса хучĕ çĕр хуçи.
Гектар пуçне вăтăр центнер тырăллă пулнăшăн тепĕр пуçлăх чăх пек савăнать ĕнтĕ, анчах Юрий Николаевич мар. Вăл ыран паянхинчен тухăçлăрах ĕçлемеллине мала хурать, çакăн валли çĕнĕ çул-йĕр шырать. Экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕн çапла пулмалла та.
Гендиректорăн ĕç меслечĕсем хăйне евĕрлĕ. Уйрăмах - коллективри 250 çын пирки пуç ватни, вĕсен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн ăнтăлни чĕрене çупăрлать. Калăпăр, 260 гектар çĕр улмине виçĕ агрегатпах кăларса пĕтерме май пур. Вăл апла туман - вун-вун çынна, укçаллă пулччăр тесе, çĕр улми пуссине тухма ирĕк панă. “Çĕнĕ технологисемпе анлă усă курсан та пĕрле кун-кунлакан халăха ĕçсĕр хăвармалла мар. Самана темле улшăнсан та ыттисем хыççăн каймастпăр”, - тет.
Калани тулли пултăр тесе тĕслĕхпе çирĕплетрĕ: Ленин ячĕллĕ фирма пек калăпăшлă хуçалăхсем хăйсен ĕç-хĕлне 30-40 çынна çеç явăçтараççĕ. Чăнах та, ыттисен ăçта кайса кĕмелле, пурнăçне епле сыпăнтарса пымалла?
Алманчăсем çĕр улми çине пусăм туни, лаптăкне ÿстерсе пыни ахальтен мар: “иккĕмĕш çăкăра” хÿхĕм çитĕнтернисĕр пуçне ăна усламлă вырнаçтарма та хăнăхса çитнĕ. Паха çимĕçе Мускав, Владимир, Тольятти, Сызрань хулисене ăсатаççĕ. Вăрлăхлăх туянакан та нумай.
Ÿсĕмлĕ аталанаканăн та çитменлĕхсем е пăшăрхантаракан ыйтусем пур. “Çук, çук” теекен улталать, хăй те улталанать. Республикăра ят илнĕ Юрий Попов та пытармарĕ: “Пĕр кăлтăксăр мар ĕнтĕ, унсăрăн тахçанах “коммунизмра” пурăнмалла, - терĕ шахвăртуллăн. - Манăн тата коллективăн кăмăл-туйăмне пусараканни, ĕçре чăрмав кÿрекенни - çăхав. Фирмăра çанă тавăрса вăй хуракансем мар, айккинчи çынсем çапла хăтланаççĕ. Чи япăххи - суйса çыраççĕ. Халăха ырă туни те килĕшмест вĕсене. Сăмахран, хуçалăхра тăрăшакансене хăяр, помидор 20-30 килограмм тÿлевсĕр патăмăр. Хăшĕ-пĕри çакăнта та тем шырать, çăхав çырать. Килеççĕ вара “çÿлтен” тĕрĕслеме, ăна ыйтаççĕ, кăна - вăхăт чуххăм иртет. “Хура çăварлисене” мĕн вĕчĕрхентернине питĕ лайăх пĕлетĕп: предприяти кал-кал ĕçлени, çынсен ыйтăвĕсене тивĕçлĕ татса пани тарăхтарать.
Пахи çакă: çăвĕпех пилĕк авакан, пурлăхне ÿстерсе пыракан халăх урам тăрăх сулланса çÿрекенсемпе пĕр туртана тăмасть. Мĕншĕн тесен пĕлеççĕ: хуçалăх вĕсен тĕрекĕ, пуласлăхĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрама утă-улăм, тырă çитмест-и - тархасшăн* çурт-йĕр тунă чухне техника кирлĕ-и - нихăçан та хирĕçлемен* çăмăлрах япаласем турттарса килмелле-и - утмăл лаша кирек хăçан та çула тухма хатĕр* ывăл-хĕрĕн туйĕ валли кĕмĕл сахал-и - шалу шучĕпе çыртарса ил тата ытти те, тата ытти те.
Пурнăç - малаллах.