Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Выльăхсене сивĕ хĕл ан хăраттăр

Фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслекен комисси членĕсем «Югель», «Родина», «Тойси», «Гвардеец», «Исток» хуçалăхсене çитсе курчĕç. Хальхинче те чуна ыраттаракан ÿкерчĕксем лайăххисенчен нумайрах пулчĕç. «Исток» агрофирмăсăр пуçне ытти пĕр хуçалăхра та кăнтăрла хуралта тăракансене те, дежурнăйсене те курмарăмăр. Фермăсене йĕри-тавра куршанак та мăян сырса илнĕ. Сысна е пăру тухса кайсан шыраса тупасси те хĕн иккенни каламасăрах паллă.

Выльăхсене кĕтĕве е çуллахи лагере май уйăхĕнчех кăлараççĕ. Ун хыççăнах витесене тасатса тирпейлесе хумалла пек ĕнтĕ, çук çав... Сивĕсем пуçланас умĕн кăна чылайăшĕнче ĕçе тытăнаççĕ. Акă, «Югель» хуçалăхра ĕне-выльăх шучĕ нумай мар, вĕсем кăçалччен пысăк витере тăнă. Пĕрре – сивĕ, тепре тăкакĕ нумай. Çакна шута илсе пушă тăракан пĕчĕккине куçарма палăртнă. Строительсен бригади шăпах çак тĕллевпе ĕçе тытăннă. Унта вĕçленĕ хыççăн сысна витине юсама пуçлассине пĕлтерчĕç. Стенасене шуратасси, дезинфекцилесси вара паллă мар.

Сыснасен çуллахи лагерĕнче те тирпейлĕх çук. Ăçта килнĕ унта хăма татăкĕсем, çĕрĕшнĕ пĕренесем выртаççĕ.

Выльăхсене хĕл каçипе çитерме 1700 центнер сенаж, 190 центнер утă, 90 тонна концентрат хатĕрленĕ. Кусемсĕр пуçне выльăх кăшманĕ те пулать, ăна кăларма пуçăнман-ха.

«Родина» хуçалăхра маларахри çулсенче ĕне тата сысна фермисем пурччĕ. Сыснасенчен тупăшĕнчен ытларах тăкакĕ тесе пĕтерчĕç. Хальхи вăхăтра ĕне-выльăх 85 пуç, вĕсенчен сăвăнаканнисем – 31.

Хуçалăхра витесене хĕле хатĕрлеме пуçланă. Пăрусем тăраканнине шуратнă, читлĕхсене те тасатса хунă, кормушкăсене çуса тирпейленĕ. Нумай пулмасть çеç санитари кунне туни те сисĕнет: эрешмен картисем çук.

Ĕне витинче юсав ĕçĕсене пуçăннă, çывăх кунсенчех вĕçлессине пĕлтерчĕç. Кунта стенасене шуратнисĕр пуçне урайне те хăш-пĕр çĕрте çĕнĕрен сармалла.

«Тойси», «Гвардеец» хуçалăхсенче ĕнесене хире кăларма тытăннăранпа та нимĕн те туман. Туçари ĕне витин маччи пĕр çĕрте ишĕлсе аннă, тепĕр вырăн та çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Урăх хуралта выльăхсене куçарма палăртнă-мĕн, анчах хальлĕхе «пăр» вырăнтан тапранман. Ĕçлемелли нумай, сивĕ кунсем пуçланиччен вĕçлесен тем пекехчĕ... Çын кашни япалана вăхăтра тума пĕлменнишĕн ĕне сем айăплă маррине асрах тытасчĕ.

Кивĕ Ахпÿртре витесене кĕрхи ĕçсене вĕçлесен юсама пуçăнассине пĕлтерчĕç. Маларах пикенме çынсем çителĕксĕрри «ура» хунă-мĕн. Халь ĕнесем тăраканнине çитес çул йăлтах хупма палăртнă. Ун вырăнне пушшине реконструкцилеме пуçăннă, кунта 100 ытларах ĕне вырнаçать. Çĕнетнине тепĕр çул çак вăхăталла хаклăпăр.

Утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хĕлле валли патока туянма килĕшÿ тунă.

Таçтанах шап-шуррăн курăнса тăраççĕ «Исток» хуçалăхăн сысна витисем. Вĕсене шалтан та, тултан та шуратнă. Урайсене çĕнетнĕ. Сысна фермин заведующийĕ В. Илюткин шыв башнине те улăштарнине пĕлтерчĕ. Улăма ферма çывăхнеллех турттарса хунă. Хĕле хатĕрленни кашни утăмра сисĕнет.

Хăй вăхăтĕнче йĕпе-сапаллă чухне ĕне ферми территоринче ашса тухайми пылчăк çăрăлнă, хире тăкăнайман тислĕк нумайăшне тарăхтарнă. Халь ак пыр та кур: навус çук, пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Витесене йăлтах шуратса дезинфекциленĕ, маччасене те манса хăварман. Шыв пăрăхне çĕнетнĕ, чÿречесене карнă, шăтса пĕтнĕ çатăрка хутсене тепĕр хут улăштарма пикеннĕ. Витене кĕнĕ çĕрте урайне кăна бетонпа хытармалла, ăна валли стройматериалсем хатĕрленĕ. Пĕлтĕр пĕр пушă витене çурри таран тĕплĕн юсанă, халĕ унта самăртма хупнă пăрусем тăраççĕ. Транспортер лайăх ĕçлет.

Выльăхсем валли апат çителĕклĕ янтăланă, хĕлле ыйткалама каймалла пулмасть.

Фермăсенче ĕç-хĕл мĕнле аталанасси ферма заведующинчен, тĕп специалистсенчен, вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунинчен питĕ нумай килет. «Исток» хуçалăхра кĕске вăхăтра çакăн пек лайăх улшăнусем пулни пурне те савăнтарчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 сентября 2009
00:00
Поделиться