Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕх самăр та илемлĕ

Çак ÿкерчĕке нумайлăха сыхласа хăварас тесен выльăх-чĕрлĕхе çулла ăнăçлă пăхнипе пĕрлех вĕсене тухăçлă хĕл каçарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕмĕшĕн пуçламăшĕнче фермăсене хĕле хатĕрлесси тăнăран район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ юлашки вăхăтра кашни фермăнах çитсе пăхса выльăх-чĕрлĕх хĕл каçмалли пÿлĕмсене сивĕ тапхăра епле хатĕрленипе паллашма тăрăшать.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарни хыçĕнче хуçалăхсен экономикин малашлăх утăмĕсем, çĕнĕлĕх пуçарăвĕсем. Иртнĕ юн кун, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, тĕрĕслевçĕсен ушкăнĕ Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕнче пулса вырăнти лару-тăрупа паллашрĕ.

Чкалов яч. хис. Исетерккĕри сĕт фермине çитсен пĕрремĕш утăмранах кунта çывхаракан хĕл кунĕсем пирки шутлани куç умне пулчĕ. Территори тирпейлĕ, утă-улăм çителĕклĕ кÿрсе хунă, сарайсене шуратнă. Ферма территорийĕнчех эпир хуçалăх ертÿçине Павел Геннадьевич Ефимова тĕл пултăмăр.

– Выльăхсене сарайне тăратма хатĕрленсе çитрĕмĕр темелле. Анчах кунпа пĕрлех малашлăхалла пăхмалли те çук мар-ха. Хамăр çу каçа апат-çимĕç хатĕрленине шута илнĕ тата хуçалăхри аталанăва тишкернĕ хыççăн пирĕн тĕллев – çулталăк вĕçлениччен 30 пуç ăратлă тынасем туянасси. Ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ ĕнтĕ, – терĕ П. Ефимов хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕпе паллаштарнă май.

Чкалов яч. хис. хуçалăхра паянхи куна мăйракаллă шултра выльăхсем 163 пуç. Вĕсенчен 53-шĕ сумалли ĕнесем. Шăпах вĕсене йышлатасшăн та ĕнтĕ хуçалăх ертÿçи. Çамрăк выльăхсене тăрантарнă çĕрте Исетерккĕсем экструдированнăй апатпа усă кураççĕ. Технологие пăхăнса ĕçленĕрен самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ иртнĕ 8 уйăхра вăтамран 700 грамм пулнă. Тислĕкрен тасатнă, дезинфекциленĕ ферма çурчĕсем çитес хĕле хатĕр. Хĕл каçма янтăланă 290 тонна утă пахалăхĕпе пĕтĕмпех 1-мĕш класлă.

«Ударник». Çак сăнавлă производство хуçалăхĕнче хĕл умĕнхи ĕçсемпе пире хуçалăхăн тĕп ветврачĕ Л. Платонова тата Ю. Тимофеева зоотехник-селекционер паллаштарчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, хуçалăх хĕле хатĕр. Хуçалăх фермисенче паян 1268 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вĕсенчен 510-шĕ – сумалли ĕнесем), 621 пуç сысна, 25 лаша. Çак выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хуçалăх 1050 тонна (мĕн кирлин 82 проценчĕ) утă, 2980 тонна сенаж, 810 тонна (мĕн кирлин 60 проценчĕ) силос янтăланă. Çулталăк пуçланнăранпа 8 уйăхра 1501, 2 тонна сĕт суса илнĕ, халăхран 154, 7 тонна пуçтарнă. Ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм – 2943 килограмм. Хĕле хатĕрленсе пур фермăсенчен те тислĕке хире кăларнă. «Ударниксем» те выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче технологие пĕрремĕш вырăна хураççĕ.

Çак кун эпир çитсе курнă пур фермăра та – Матьăкри сĕт ферми, Вăрманкассинчи сĕт ферми, Вăрманкассинчи сысна ферми, Панклири сĕт ферми, Хурăнкассинчи кĕтĕве çĕнетмелли тынасене тĕллевлĕ ÿстермелли ферма, çуллахи лагерь, Йÿçкассинчи сĕт ферми – çак куна юсав ĕçĕсене пурнăçланăччĕ, сарайсене шуратса дезинфекциленĕ. Утă-улăм хĕл кунĕсем валли турттарса хунă. Кунпа пĕрлех выльăхсене хĕллехи рацион çине куçарма пуçланă. Çакнашкал лару-тăрура ĕнесем талăксерен вăтамран 12-13 килограмм сĕт антарнинчен тĕлĕнме кирлех-ши; Паллах çук.

Юсав ĕçĕсене туллин пурнăçланă пулсан та, Вăрманкасси уйрăмĕнчи сĕт ферминче кулленхи юсав ĕçĕсем пирки те манмаççĕ. Çапла вара çывăх вăхăтрах ĕне сарайĕнчи йывăç урайсене тĕллĕн-тĕллĕн юсаса çĕнетме шутлаççĕ. Ĕнесем уçăлса çÿремелли картара улăм çителĕклĕ. Ĕнесен рационĕнче 5 кг концентрат, 4 кг утă, 5-7 кг çĕр улми, 20 кг симĕс масса. 140 пуç ĕнене сума икĕ сменăпа виçшер доярка ĕçлет. Ытти ĕçсенче вăй хуракансем те смена йĕркине пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ. Çак уйрăмăн М. Степанов ертсе пыракан сысна ферминче те технологие пăхăнасси малти вырăнта. Кунта сыснасене тăрантарма биовитаминлă минераллă хутăшсемпе усă курнăран сысна çурисем ÿстерекен уйрăмра 8 уйăхри вăтам ÿт хушаслăх 502 грампа танлашать, самăртнă çĕрте – 469 грампа.

Çак икĕ хуçалăхра та паянхи куна выльăхсем, тĕпрен илсен, таса, самăр та илемлĕ. Вĕсен продуктивлăхĕ те начар мар. Ăна хĕл кунĕсенче те тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварасси пĕрлехи тĕллев пултăрччĕ.

Фермăсене хĕле хатĕрленине тĕрĕслес ĕç районта малалла пырать.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2009
00:00
Поделиться