Кăçалхи кĕркунне çĕр ĕçченĕшĕн пулнăнах туйăнать. Тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ чухне те çумăр çуса тарăхтармарĕ, çĕр улми пухнă вăхăтра та нушалантармасть.
Районĕпе «иккĕмĕш çăкăр» 2487 гектар йышăнать, ăна 2101 гектарта е 84, 5 процент вĕçленĕ. «Первомайск», «Малалла», «Труд», «Тойси», «Звезда», «Красное знамя», «Югель», «Движение», «Сидели», «Гвардеец», «Булинское», «Хастар», «Батыревский» хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче, професси училищинче çĕр улми пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектартан 173, 1 центнерпа танлашать. Улма-çырла питомникĕн, «Батыревский», «Звезда», «Гвардеец», Ленин ячĕллĕ, «Исток», «Шанс», «Красное знамя» хуçалăхсенче кăтартусем лайăх.
Кĕрхи культурăсене 106 процент акнă.