Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать

II Хурашашра пурăнакан Владимир Иванович Васильева Хусанушкăнь тăрăхĕнче пурăнакансем аван пĕлеççĕ.

Вăл – хастар механизатор, çĕр çынни. 30 çула яхăн трактор рульне тытать, хăйне шанса панă техникăна пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Паян та вăл хĕрÿ ĕçре – хуçалăхра ферма таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлать.

Владимир Иванович çамрăклах урапаллă тракторпа ĕçлеме кăмăлланă. Малтан Ленин ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Кайран, хуçалăх саланса кайсан, «Победа» ЯХПКра ĕçлеме пуçланă. Çур акинче вăрлăх турттарать, тырă акать. Утă çинче «Волга-2» агрегат кăкарса симĕс масса хатĕрлет. Хĕллехи вăхăтра та ун валли ĕç тупăнсах тăрать. «Шанчăклă тракторист», – теççĕ ун пирки коллективра.

Хастар механизатора кашни çулах çулталăк вĕçĕнче çĕр ĕçченĕн професси уявĕнче тракторпа нумай-нумай тонна-километр ĕç тунăшăн Хисеп грамотипе тата премипе хавхалантарсах тăраççĕ.

Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă вăл. Çакă – чи пахи.



"Пирěн пурнăç"
23 сентября 2009
00:00
Поделиться