Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Агрофирма çĕнĕ теплица çĕклет

Унта тухăç хальхинчен икĕ хута яхăн пысăкрах пулмалла

Районти хуçалăхсенче

Агропромышленность комплексне кĕрекен çав предприяти ыттисенчен уйрăлса тăрать. Теплицăра çавăн чухлĕ лаптăк çинче (хĕллехи вăхăтра 24 гектар çинче туса илеççĕ) пахча çимĕç тата чечек ÿстерекенсем республикăра тек çук та. Хăйне евĕрлĕ çав предприяти – «Ольдеевская» агрофирма. Çав отрасльте виçĕ теçетке çул ĕçлекенскер паян вăл помидор, хăяр, пылак пăрăç, баклажан, тĕрлĕ чечек, ешĕл çимĕç ÿстерет.

Агрофирмăн генеральнăй директорĕ Евгения Беликова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче предприяти калча туса илессипе самай çине тăрать. Сăмах май каласан, вăрлăха пули-пулми фирмăран туянмаççĕ, вăйлă селекционерсемпе çыхăну тытаççĕ. Калча туса илме тесе 2004 çулта туса лартнă 5 пин тăваткал метр калăпăшлă комплекспа агрофирма кăмăллă. Мĕншĕн тесен калча самай тупра парать. Тепĕр тесен, мĕнле пăхса тăнинчен те нумай килет: калчана автомат системи кирлĕ виçепе апатлантарса тăрать, гидропоннăй текен ăшăтмалли тытăм пулăшнипе чечек калчи кашни тăваткал метртан 400 штук таран тухать. «Калчи те хăвăртрах пулса çитет. Ахаль меслетпе туса илнипе танлаштарсан, пĕр 7-10 кун таран иртерех», – пĕлтереççĕ вырăнтисем.

Паян усă куракан теплицăсене предприяти майĕпен çĕнетсе пырасшăн. Июнь уйăхĕнче агрофирма самай тăкаклă пысăк ĕç пуçарса янă. Пĕр гектар лаптăк йышăнакан çĕнĕ теплица тăвать вăл. Голланди технологийĕпе тăваканскерĕн куç тĕлне тÿрех лекекен тĕп уйрăмлăхĕ – теплица çÿллĕшĕ. Вăл 4, 5 метрпа танлашать. Çавăн пек пулмалла та иккен. Евгения Беликова каланă тăрăх, пĕр тăваткал метр пуçне хальхи вăхăтра тухăç 35-37 килогрампа танлашать пулсан, çĕнĕ теплицăра ÿстерекен помидор тухăçĕ 70 килограмм тухмалла.

Теплицăна тума 85 миллион тенке кайса ларать. Çав шутран 68 миллионне Россельхозбанкран кредит илнĕ, ыттине хăйĕн укçине хывать. Агропромышленность комплексĕ çинчен калакан нацпроект пулăшнипе кредитăн процент ставкине патшалăх субсидилет. Проект йÿнĕ мар пулин те хăйĕн хакне вăл икĕ çулта кăлармалла.

Нумаях пулмасть агрофирмăра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, пирĕн район пуçлăхĕ Анатолий Князев, «Россельхозбанк» обществăн регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская пулчĕç, çĕнĕ теплицăн строительствипе паллашрĕç.

Строительство ĕçне хăйĕн вăйĕпе – хăйĕн рабочийĕсемпе – ирттерет агрофирма. Евгения Беликова гендиректор строительство енĕпе ĕçлекен хăйĕн заместительне, Владимир Галкина, ĕçе аван йĕркеленишĕн ырлать. «Строительсем маттур пирĕн», – тет вăл рабочисем пирки те. Кантăк витекенсене кăна тăватă çынна çĕнĕ ĕçе (мĕн тесен те технологийĕ уйрăлса тăрать-çке) хăнăхма тесе Владимир облаçĕнчи çавăн пек теплицăна темиçе кунлăха янă.

Теплицăна декабрьте туса пĕтерме палăртаççĕ. Январĕн 5-мĕшĕнче пĕрремĕш калча лартасшăн, мартăн виççĕмĕш вунă кунлăхĕ пуçланнă тĕлне пĕрремĕш тухăç туса илесшĕн.



"Тăван ен"
04 сентября 2009
00:00
Поделиться