Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тыр-пул тухăçĕ - пурнăç ырлăхĕ

- Комбайнсем хамăрăн та пур-ха. Анчах çĕнех мар та, вырмара сиксе тухма пултаракан чăрмавсенчен сыхă пулас тесе ютрине те тара тытрăмăр, - терĕ “Броневик” хуçалăх ертÿçи Юрий Гаврилов уй-хирти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май. Çапла тума тепĕр сăлтав та хистенĕ-тĕр. Кăçал вĕсем патшалăхран кредит илмен, пĕтĕмпех хăйсене шаннă.

Вырма ÿсĕмĕ вара куç кĕрет. Кăçал Çĕрпÿ районĕнчи “Броневик” АУО кĕрхи тырра 300 гектар çинче çитĕнтернĕ: ыраш - 100 гектар, ытти - тулă. 200 тонна ыраша Канашри элеватора леçме ĕлкĕрнĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ 30 /ыраш/ тата 27 /тулă/ центнерпа танлашнă. Çуртрисем - 550 га.

- Харăсах уя 5 комбайн тухнăран кĕрхисене кĕске тапхăртах вырса пуçтартăмăр. Йĕтем тырăпа тулса ларнăран тирпейлесе пĕтериччен çуртри уйне тухма тăхтарăмăр. Халĕ комбайнсем унта ĕнтĕ, - малалла паллаштарать ертÿçĕ.

Пĕр-пĕрин хыççăн пыракан комбайнсем уйра çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн бункерти тырра пушатма чарăнса илеççĕ те каллех малалла васкаççĕ.

Тырă тиенĕ автомашинăсем йĕтем çине çул тытаççĕ. Кунта та ĕç шавĕ хĕрÿ. Николай Романов машинист икĕ сортировкăна ĕçлеттерет.

- Зоя Титова, Елена Иванова хастарлăхне пула пĕчĕк йышпах чылай ĕлкĕретпĕр, - тет Надежда Егорова бригадир. Вăл Ольга Попова агронома та ырăпа асăнчĕ. Хуçалăха вăл кăçал ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн килнĕ. Хула хĕрĕ пулсан та çĕр ĕçне кăмăллать.

Кĕркунне акма вăрлăх хатĕр. Юрий Аркадьевич малашне ытларах кĕрхи тыр-пулпа ĕçлеме кăмăл пуррине палăртрĕ. Унăн тухăçĕ те пысăк. Кăçал ăна 500 гектар акса хăварасшăн. Çĕр çителĕклĕ хатĕрленĕ, акма тухасшăн. Çитес çул çуртрине те çавăн чухлĕ лаптăкра туса илесшĕн.

Вăрлăх çителĕклĕ. Кÿршĕсен пĕр пуссинче вăтам тухăç 44 центнерпа танлашнăран, кĕркунне вĕсен туллине те уйрăм лаптăкра акса пăхасшăн.

“Броневик” хуçалăхра вырма вĕçленсе пырать. Ертÿçĕ кăçал 2 пин тонна тырă пухса кĕртес тĕллевлĕ.

Хирте, йĕтем çинче вăй хуракансене Любовь Мартынова повар кăнтăрла тата каç кÿлĕм вĕри апатпа сăйлать. Апат-çимĕçе вара питĕ тутлă пĕçерет.



"Хыпар"
20 августа 2009
00:00
Поделиться
;