ÇУРХИ КУН - ÇУЛТАЛĂКЛĂХ
“Мĕн акатăн - çавă шăтать”, - тенĕ ваттисем. Етĕрнесемпе Элĕксем пÿлмене хывнă паха вăрлăха хĕлĕпе тасатса шăтаслăхне тĕрĕслерĕç. Етĕрне районĕнче кăçал ăна 115 процент хатĕрленĕ пулсан Хĕрлĕ Чутайсем çу уйăхĕ тĕлне те - 80 процент кăна. Тĕрĕслев вăл та пулин çуррине яхăн пахалăхсăррине çирĕплетрĕ. Кунти хуçалăхсем кăçал та таса мар вăрлăхпа усă кураççĕ.
Пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “Аккозинский” ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн уй-хирĕ витĕр тухма тиврĕ. Мăянпа пиçен ашкăракан ана çинче тырă пучахĕсем мĕскĕннĕн курăнатчĕç. Ку тăрăхри çĕр ĕçченĕсем тыр-пул тухăçĕпе 1970-1980 çулсенче районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă. Çак тăрăхра çуралса ÿснĕрен тулли пучахлă таса уйсемпе сахал мар киленнĕ. Хăй вăхăтĕнче Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн 6-мĕш бригади шутланнă вăл. Хастар ĕçшĕн республика Президенчĕ вĕсене трактор та парнеленĕччĕ. Кунти механизаторсем - чăн-чăн çĕр хуçисем. Вĕсен паха опычĕпе паллашма ытти хуçалăхран та килсе çÿренĕ. Хăш-пĕр культура кашни гектартан вăтамран 40-50 центнер тухăç панă. Юлашки 5-6 çулта çуррине те илеймеççĕ. Районти хуçалăхсем пĕлтĕр кашни гектартан 18, 6 центнер тĕш тырă пухса илнĕ. Кÿршĕсен кăтартăвĕ - 23, 9 центнер.
“Хĕлле - урапа, çулла çуна хатĕрле” тенĕ тата ваттисем. Ăнăçлă аталанакан ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем техника юсама хĕл кунĕсенчех тытăнаççĕ. Ку енĕпе Элĕк, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи “Новый путь”, “Комбинат” тата чылай хуçалăх çаврăнăçуллă. Ахальтен мар вĕсен уй-хирĕнчи техника çĕнĕ те юсавлă.
“Иккĕмĕш çăкăр” - тупăш илмелли çăл куç. Çакăн çинчен калаçу пуçарсан Етĕрне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Шуверов çапла каларĕ: “Пуçаруллă ертÿçĕ экономика пĕлĕвне тĕпе хурса, çĕре чунпа юратса шăпах çĕр улми туса илессипе тĕллевлĕ ĕçлет”. 2008 çулта кунти хуçалăхсем 6863 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. “Дружба” хуçалăх ĕçченĕсем пĕлтĕр “иккĕмĕш çăкăртан” 8 млн тенке яхăн таса тупăш илнĕ. Элĕк районĕ пирĕн тăрăхра ку енĕпе - чи пултарулли. Иртнĕ çул вăл 21081 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ е кашни гектартан 244 центнер илнĕ. Кăçал та кунти ĕçченсем “иккĕмĕш çăкăра” 2 пин гектартан кая мар çитĕнтересшĕн. Анчах, шел те, Хĕрлĕ Чутайсем кÿршĕсем пек самана уттипе тан пыраймаççĕ. 2008 çулта пĕтĕмпе те 260 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ, тухăç вăтамран 130 центнерпа танлашнă. Хăй вăхăтĕнче ку енĕпе лайăх ĕçлекен хуçалăх сахал мар пулнă.
Çĕр хăйне пăхакана çеç хисеплет, тухăçпа савăнтарать. Ватăсем: “Çурхи кун - çулталăклăх”, - тесе каланине ялан асра тытасчĕ. Кашни кунпа, сехетпе туллин усă курса çур акине кĕске вăхăтра пысăк пахалăхпа ирттересчĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи “Комбинат” хуçалăх ертÿçи А.Залогин çапла каларĕ: “Эпир çĕр лаптăкне кĕркунне йăлтах сухаларăмăр. Акма юрăхлă вăрлăх ытлашшипех хатĕрлерĕмĕр. Хуçалăх уй-хирне кашни кун 10 трактортан кая мар тухать. Машина-трактор паркне юлашки 3 çулта 50 процента яхăн çĕнетрĕмĕр”. Мĕн калăн, паянхи кунпа мар, ыранхипе пурăнать ертÿçĕ, малашлăха çирĕп шанать. Кăçал 70 гектара яхăн çĕр улми лартма палăртнă, пĕлтĕрхинчен