ТĕРĕСЛЕВ МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ
Техникăна палăртнă куна хатĕррисен ретне “Батыревский”, Ленин ячĕллĕ, “Малалла”, “Первомайск”, “Труд”, “Красное знамя”, “Исток” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ тăратма пултарчĕç. Вĕсенче тракторсемпе прицепсене юсаса пĕтернĕ, ĕçе тухма хатĕрленĕ. Шел пулин те, техникăна тĕрĕслев урлă кăларасси патне çиелтен пăхакансем те пур. Юсавлă тракторпа çула тухма та кăмăллă.
Районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ А. Думилин пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра промышленность предприяти-йĕсемпе çул-йĕре тирпейлекен организацисенче шутра тăракан техникăсене патшалăх тĕрĕслевĕ урлă кăларас тапхăр пырать. Пурĕ 120 ытла единица тракторпа хăй тĕллĕн çÿрекен машина шутра тăрать. Предприятисемпе организацисен те тĕплĕн хатĕрленмелле.
Паян уйрăм çынсенче те тракторсем нумай: 267 единица. Вĕсенчен 60 çеç патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. “Хурçă ут” хуçисем хăйсем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши; Сыхланакана Турă сыхлать теççĕ, çакăн пирки манас марччĕ.