Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Малашлăх шанчăклă

Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕсен хастарлăхĕпе ĕçченлĕхĕ пирки малтанах илтме тÿр килнĕччĕ-ха. “Хуçалăх тĕрĕслеве урапалли - 15, гусеницăллă 4 трактор тата 9 прицеп тăратрĕ, пурте ун витĕр “пиллĕк” паллăпа тухрĕ”, - тенĕччĕ районăн патшалăх техники тĕрĕслевĕн аслă инспекторĕ Иван Тимофеев. Тĕплĕн “сипленĕ”, юсав пайĕсемпе çĕнетнĕ машина-тракторпа вара ĕç яланах кăлтăксăр та аварисĕр пулса пынине палăртнăччĕ.

Ку чăнахах та çапла ĕнтĕ. Производство кооперативĕн механизаторĕсем çакна çурхи ĕçре те çирĕплетме ĕлкĕрчĕç. Кĕске вăхăтрах 120 гектар çинчи калчана апатлантарчĕç. Юлашки тапхăрта çанталăк сивĕтни кăна акана пуçăнма чăрмантарчĕ. Халĕ хĕвеллĕ кунсем тăраççĕ. Пĕтĕм техника уй-хирте ĕнтĕ, ака пуçланнă. Паянхи кун тĕлне çуртрисене 295 гектар акнă.

Хуçалăх çурхи ĕçсене яланхи пекех тăрăшса хатĕрленнĕ. Çĕнĕ çулчченех паха вăрлăх кирлĕ чухлĕ хывма мехел çитернĕ. Унăн фондне “Эстер” çурхи тулă тата “Эльф” урпа вăрлăхĕсемпе 10-шар тонна пуянлатнă. Çавăн пекех кăçал лартма хуçалăха 25 тонна “Удача” çĕр улми кÿрсе килнĕ.

Производство кооперативĕнче пĕлтĕр “иккĕмĕш çăкăра” 40 гектар лаптăкра çитĕнтернĕ. Кашни гектар тухăçĕ 380, 6 центнерпа танлашнă. Çакă республикăри вăтам кăтартуран икĕ хут пысăкрах.

Çавалкассем ÿсĕм çулĕнчен кăçал та пăрăнасшăн мар. Ăна валли производство кооперативĕнче тăрăшса вăй хума майсем çителĕклĕ: вăрлăх паха, удобрени чылай, техника çителĕклĕ. Ку ĕçре уйрăмах пĕлтĕр кăна туяннă выльăх апачĕ хатĕрлекен “ДОН-680” комбайнпа ХТЗ-150 трактор пысăк пулăшу кÿрĕç. Энергоресурссене чылай перекетлекен маларах асăннă техникăпа тата хуçалăхри çакнашкал ытти машина-трактора “кÿлни” çĕр ĕçĕсене пĕр харăс, çавăн пекех кĕске вăхăтра пурнăçлама май парĕ. Эппин, ĕç тухăçлăхĕ ик-виç хут ÿсĕ.

Çавалкассисем пĕлтĕр тыр-пул çитĕнтерессипе те Чăваш Енре малтисен ретĕнче пулнă. Вăтамран ăна республикăра пĕр гектар пуçне 22 центнер туса илнĕ тĕк - Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тухăçĕ 32, 4-па танлашнă. Кăçал çурхи культурăсене 580 гектар лаптăкра акса ÿстерме палăртнă, çав шутран çурхи тулă - 220, пăрçа йышшисем - 40, урпа - 316. Урпа сутлăх та пур. “Эльф” сортлине /сăра тума юрăхлине/ туянакана 300 тонна таранах сĕнме пултараççĕ. Çавăн пекех кунта выльăх апачĕлĕх те тĕш тырă туянма пулать.

Çĕр ĕçне кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама паянхи кун шайĕнчи хăватлă, çав вăхăтрах энергоресурссене перекетлеме пулăшакан техника кирлине хуçалăх ертÿçисем тахçанах ăша хывнă ĕнтĕ. Машина-трактор паркне çулсеренех çĕнетме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр кăна кунта çĕнĕ ГАЗ-САЗ автомашина, КПУ-5, 4 культиватор, икĕ ККШ каток, им-çам сирпĕтекен ОП-2000 хатĕр, “Амазоне” сеялка тата ытти техника туяннă. Çак тĕллевпе кăна производство кооперативĕ 2008 çулта 6, 3 миллион тенкĕлĕх тăкакланнă. Виçĕм çул та ял хуçалăх техникине 7 миллион тенкĕлĕх туяннă.

- Ку çур акинче трактористсене пĕр сменăпа кăна ĕçлеттерме йышăнтăмăр. Техникăпа ĕçлеме механизатор çителĕклĕ. Кăкармалли, çакмалли агрегатсем те пур. Кунсем хĕвеллĕ кăна тăччăр, - тет Валерий Шумилов ертÿçĕ.

Карл Маркс ячĕллĕ производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те аталаннă. Кунта мăйракаллă шултра выльăх 850 пуç усраççĕ, вĕсенчен 210-шĕ - сăваканни. Çĕнĕ технологипе ĕçлемесен ку отрасльте тупăш илме май çуккине ăнланаççĕ хуçалăхра. Кĕтĕве çĕнетес тĕллевпе ăратлăхпа тăрăшса ĕçлеме тытăннă. Ĕне витине тĕпрен çĕнетнĕ. “Делаваль” фирма пулăшăвĕпе сĕт сумалли ют çĕршыв оборудованийĕ вырнаçтарнă. Унта пур ĕçе те - апат парассине те, тислĕк кăларассине те - механизациленĕ. Вĕсене пурнăçлама хуçалăх “АПК аталанăвĕ” проектпа килĕшÿллĕн “Россельхозбанкран” 4, 5 млн тенкĕлĕх çăмăллăх кредит илнĕ. “Анчах патшалăх туянакан сĕт хакĕ питĕ йÿнелсе кайрĕ-çке”, - тет пăшăрханарах производство кооперативĕн пуçлăхĕ.

Валерий Шумилов председатель ертсе пыракан ĕç коллективĕ ÿсĕм çулĕпе малашне те çирĕппĕн утасса шанас килет.



"Хыпар"
30 апреля 2009
00:00
Поделиться